АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Теччĕ çĕрĕ çинчи уяв

20 апреля 2018 г.

Çак кунсенче Чăваш Ен делегацийĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă ялта - Тутар Республикинчи Кăнна Кушкинче пулнă. Теччĕ çĕрĕ çинче Патриархăмăр çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсем иртнĕ. Делегацие ЧНК Президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов ертсе пынă.
Теччĕ муниципалитет пуçлăхĕ Рамис Сафиуллов, Кăнна Кушкисем хăнасене ăшшăн кĕтсе илнĕ. Иван Яковлев ячĕллĕ шкулта, музейра пулнă, ун ячĕпе лартнă палăк умне чĕрĕ чечек кăшăлĕсем хунă. “И.Я.Яковлев еткерлĕхĕ - паянхи тĕнче пурлăхĕ” ятпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. ЧР Халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков “И.Яковлев - чăвашсен паллă педагогĕ-çутта кăлараканĕ” темăпа тухса калаçнă, вăлах мероприятие йĕркелесе пынă.
Конференцие хутшăннисем Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕн, Иван Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕн, унăн Халалĕн, ытти хайлавĕ- сен пысăк пĕлтерĕшне анлăн уçса панă. Халăхсен туслăхĕ, çемьери килĕшÿ, çураçулăх пирки каласа хăварнисем нихăçан та кивелмеççĕ. Унăн ĕçĕсем пире пĕрлештерсе тăраççĕ, тенĕ Н.Угаслов.
Çĕрпÿ районĕнчи “Ямаш” ансамбль пултарулăхĕ уява пуянлатнă.
И.Я.Яковлев - Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçаканĕ. Унта наци шкулĕсем валли кадрсем хатĕрленĕ. Вăл - чăвашсен çĕнĕ алфавитне йĕркелекенĕ, православи литературине куçараканĕ, 100 ытла кĕнекепе брошюра пичетлесе кăларнă, 400 ытла шкул уçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика