17 апреля 2018 г.

Иртнĕ эрнекун районта “Акконд-агро фирма” АО никĕсĕ çинче 2018 çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес ыйтусемпе семинар-канашлу пулнă. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе хресчен фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем агрофирма автомехпаркне пухăннă.
Семинар-канашлăва уçса район администрацийĕн пуç-лăхĕ Владимир Ванерке социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи I кварталти итогĕсемпе паллаштарнă, çуракине хатĕрленес ĕçри проблемăллă ыйтусене хускатнă. “Кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланасси юлса пырать. Апла пулин те вĕсене агротехника тĕлĕшĕнчен кĕске сроксенче, лайăх туса ирттерме, пысăк тухăçăн çирĕп никĕ-сне хывса хăварма ăнăçусем сунатăп”, - тенĕ, хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе, Владимир Алексеевич.
“Акконд-агро фирма” АО ертÿçи Николай Фомин тата хуçалăхри специалистсем - Анатолий Михайлов тĕп агроном, Валерий Васильев тĕп инженер семинара хутшăннисене ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, çурхи ĕçсен планĕпе, ял хуçалăх техникипе тата сезонлă уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленнипе паллаштарнă. Агрофирма ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпе 3250 гектар çинче туса илет. Кăçалхи çуракинче 1000 гектар ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 250 гектар кукуруза, хăйхальлĕн 300 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акса тума палăртнă. Çакна валли ял хуçалăх техникине юсаса хатĕрленĕ тата механизаторсен кадрĕсемпе комплектланă.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене лайăх хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе çĕр ĕçлекенсем умĕнче тăракан тĕп задачăсем çинче АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов чарăнса тăнă. “Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче 2550 тонна ?113 процент/ тĕш тырă вăрлăхĕ пур. Вĕсенчен 88 проценчĕ - кондициллĕ. Хуçалăхсем 133 тонна элита тырă вăрлăхĕ, 7 тонна кукуруза вăрлăхĕ - пĕрремĕш сыпăкри гибрид, пĕрремĕш репродукциллĕ тĕш тырă вăрлăхĕ 150 тонна туяннă. Районти çĕр ĕçлекенсем умĕнче элита вăрлăхсем акнă лаптăксен тÿпине 5,8 процента çитерес задача тăрать.
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче 85 трактор шутланнă, вĕсенчен 97 проценчĕ юсавлă”, - тенĕ Н.Краснов.
Вăлах ĕçлев сыхлавĕпе çын сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх хума ыйтнă, ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсене вăхăтра медосмотр тата диспансеризаци кăларма кирлине аса илтернĕ.
Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ Александр Семенов техосмотр мĕнле пыни тата ăна хатĕрленес ĕçри çитменлĕхсем çинчен каласа панă. Районти надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов техникăпа ĕçленĕ чухне пушартан сыхланас ыйтăва тимлĕхе хунă. Вăлах иртнĕ çулхи курăксене вут тивертсе çунтарма юраманнине асăрхаттарнă.
Район пуçлăхĕ, выльăх-чĕр-лĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Александр Шакин та сăмах илнĕ, вăл Раççей Федерацийĕн территорийĕнче 2018 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен ял хуçалăх продукцине “Меркурий” тытăмĕпе электронлă майпа туса пырасси ĕçе кĕрессине аса илтернĕ.
Юлашкинчен, канашлăва вĕçленĕ май, район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке “Акконд-агро фирма” акционерсен обществине канашлу ирттерме майсем туса панăшăн тав тунă тата предприятие 2017 çулхи итогсемпе ĕçлев сыхлавĕн районти конкурсĕнче çĕнтернĕ ятпа саламланă, ял ĕçченĕ-сене çурхи хĕрÿ ĕçсем умĕн пурне те ырлăх-сывлăх суннă.