АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Архиври каç” акци

17 апреля 2018 г.

Пĕтĕм Раççейри “Архиври каç” акцие ырласа Тăвайри вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче вĕренекенсем ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти архива çитсе курнă, унта вĕсем районти архив историйĕпе, Раççейри тата Чăваш Республикинчи патшалăх архив службин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Раççейри архив службине йĕркеленĕренпе 2018 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче 100 çул çитет. Шăпах çак кун В.И.Ульянов ?Ленин/ РСФСР Совнаркомĕн “Архив ĕçне реорганизацилесси тата централизацилесси çинчен” декретне алă пуснă. Вĕренекенсем унăн копийĕпе те кăсăкланнă. Чăваш автономи облаçĕн Архив бюровне туса хуни тата унăн пултаруллă ертÿçи Виктор Васильевич Тюмеров 1923 çулхи февральте Чăваш Енри архив органĕн ĕçне йĕркелесе яни çинчен те пĕлнĕ шкулта вĕренекенсем. Социаллă аталанупа архив ĕçĕн секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Алина Титова вĕсене архив управĕпе паллаштарнă. Кунтах район хаçачĕн 1936-1985 çулсенчи пуххисем те упранаççĕ.
Каçхи вăхăтра муниципалитет архивĕнче райцентрти организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем те пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика