АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене лартмалли хатĕрсем

17 апреля 2018 г.

Çул-йĕр юхăмне хутшăнакансен пурнăçне тата сывлăхне упрас, ÿсĕр водительсем йĕркене пăсассине чакарас тĕллевпе ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмарпа Тăвай районĕсен территорийĕсенче те “Ачасем. Ачасене лартмалли хатĕрсем” профилактикăллă мероприятисем йĕркелеççĕ.
Водителĕн çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма тăрăшмалла, ачасемпе пĕрле çул çине тухсан вара тата тимлĕрех пулмалла. Пĕчĕк çын автомашина ăшне вырнаçнă чухне инкек пирки шухăшламасть, вăл пĕрле ларакан ашшĕ-амăшне шанать. Анчах кĕçĕннисен пурнăçне упрасси çине çăмăлттайла пăхаççĕ аслисем. Водителĕн те, пассажирсен те хăрушсăрлăх пиçиххийĕ-пе çыхăнмалла, ачасене ятарлă хатĕр ?кресло/ çине лартмалла. Мĕншĕн; Пĕрремĕш: çул-йĕр правилисем çапла тума ыйтаççĕ. Иккĕмĕш тĕллев. Водителĕн тата вăл автомашина çине пĕрле илнĕ çынсен пурнăçне хăрушсăрлатасси. ГИБДД сотрудникĕсем çак йĕркесене çирĕп пăхăнма хистеççĕ.
РФ КоАПăн 12.23 статйинчи виççĕмĕш пайĕнче кăтартнă ?ачасене çул çинче илсе çÿремелли/ йĕркене пăсакансене административлă майпа айăплаççĕ, 3000 тенкĕлĕх штрафлаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем, ачасене шкулчченхи учрежденирен киле илсе таврăннă чухне автомашинăн умĕнчи ларкăчĕ çине вырнаçтармалла мар. Çул çинче инкек пулма пултарать.
Ашшĕ-амăшĕсем, автомашина çинче ачасене арăк çине ан лартăр. Инкек пулсан эсир вĕсене тытса-чарса ĕлкĕ-рейместĕр е хăвăр кÿлепепе вĕсене хытах лапчăтса амантма пултаратăр. Хытă, йывăр япаласене хыçалти çÿлĕк çине ан хурăр, сасартăк çапăнсан, вĕсем пассажирсене лексе амантма пултараççĕ. Ачасене хыçалти ларкăч çине лармалли ятарлă хатĕрпе ?кресло/ вырнаçтарăр. Çул-йĕр правилисем тăрăх çак хатĕр çине ывăл-хĕрĕрсене 8 çула çитичченех лартмалла.
Акă, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче “Энĕш” автоçул çинче “Шевроле Нива” маркăллă автомашина водителĕ, йĕркене пăсса, çулăн хирĕç пулакан юхăм енне тухса кайнă та “Рено Логан” автомашинăпа çапăннă. Инкеке пула çул çитмен гражданин суранланнă, ăна Канаш хула больницине сипленме вырнаçтарнă. Çакнашкал инкексем ан пулччăр тесен пурин те асăрханмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика