13 апреля 2018 г.
РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев “Новости” информ- агентствăна панă интервьюра Беларуç Республикинчен кÿрсе килекен сĕт пахалăхĕ япăххине асăннă. Çакăнпа пĕрлех министр сĕт отраслĕнче ĕç-пуç мĕнле пынине, унсăр пуçне Раççейри лавккасенче “сыр евĕр продуктсене” сутма чарас тĕллевпе мĕн-мĕн тумаллине те тĕплĕн каласа панă.
Кăçал хĕллехи вăхăтра та хамăр çĕршывра туса илекен тата халăхран пухакан сĕт хакĕ халичченхи пек ÿсмерĕ, пĕчĕк пулчĕ. Юлашки пилĕк çулта ку пулăм пĕрремĕш хут. Паллах, çĕршывра сĕт туса илесси çулсеренех ÿс-се пырать. 2013-2017 çулсенче ăна 2,2 миллион тонна ытларах туса илнĕ. Çав вăхăтрах ют çĕршывсенчен кÿрекен сĕт продукцийĕ 2,8 миллион тонна чакнă. Экспертсем эпир сĕт калăпăшне çулсерен 500 пин тонна таран ÿстерсе пыма пултарнине çирĕплетсе параççĕ.
-Пирĕн тĕп тĕллев - сĕт рынокĕн 90 процентне хамăрăн продукципе тултарасси, - çывăх малашлăхри ĕмĕт-тĕллевсемпе паллаштарнă министр.
Белоруссирен кÿрекен типĕтнĕ сĕт хакĕ йÿнĕ пулнипе унпа йогурт, тăпăрч, хăйма продукцийĕсене хатĕрлекенсем те усă кураççĕ - таса сĕте типĕтнипе улăштараççĕ. Сыр тăвакансем те чееленме хăнăхса çитнĕ - сыр евĕр продукта сыр тесе ярăнтараççĕ. 2017 çулта кăна Раççее çакăн евĕр апат-çимĕçе 150 пин тоннăна яхăн кÿрсе килнĕ, вĕсемпе суту-илÿ вырăнĕсем тулса ларнă. Паллах, таса сырпа сыр евĕр продуктăн хакĕсем тĕрлĕрен. Пирĕн производительсем хăйхаклăх пысăккипе вĕсемпе танлашаймаççĕ, çавна май пĕрин хыççăн тепри панкрута тухасси патне çитеççĕ.
Çав вăхăтрах халăхăн та паллă мар пахалăхлă продукци туянма тивет, мĕншĕн тесен айккинчен илсе килекен тавара таможня туллин тĕрĕслейменнипе кăтартусем 45 кун кая юлса çитеççĕ. Белоруссирен килекен сĕт продукцийĕнче ÿсен-тăран çăвĕ тата антибиотиксен юлашкийĕсене тупса палăртнă.
-”Уçă алăкран” кĕ-рекен тавара “Меркурий” системипе йышăнма тытăнсан лайăх пулмалла, - тенĕ Александр Ткачев министр.
Унсăр пуçне федераци бюджетĕнчен паракан укçа пирки те манмалла мар. Сĕт отрасльне аталантарма, тĕслĕхрен, çĕршывра юлашки 3 çулта 87 миллиард тенкĕ хывнă пулсан, сĕт туса илекенсем вара кăçал кăна 84 миллиард тенкĕ çухатма пултараççĕ. Ку питĕ начар. Панкрута тухассине федераци бюджетĕнчен уйăракан хушма укçа-тенкĕ çеç чарма пултарĕ.
Сыр евĕр продукцие ветеринари тĕрĕслевĕ витĕр кăларма тытăнсан, çавăн пекех типĕт- нĕ сĕтрен сыр тума чарсан кăтартусем лайăх енне улшăнмалла. Сĕт продукчĕсем туса илнĕ çĕрте ÿсентăран çăвĕпе усă курма чармалла. Палăртнă ку тата çакăн йышши йĕркесене пурнăçа кĕртсен сĕт рынокĕн-че те ырă улшăнусем пуласса шансах тăратпăр.