13 апреля 2018 г.

АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕ (ертÿçи М.Яковлев) ял хуçалăхĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсен пурнăçĕпе интересленсех тăрать.
Акă, Мăнкун умĕн, апрелĕн 6-мĕшĕнче, союз членĕсем Тенеялĕнче пурăнакан Н.Васильев патне çитсе курчĕç. Вĕсемпе пĕрле В.Ванерке те пулчĕ. Вăл Николай Миронович пирки нумай ăшă сăмах каларĕ. Хăйĕн ĕçлĕ кун-çулне 1954 çулта колхозра пуçланă. 1962 çулта ăна, пултарулăхне кура, “Новый путь” колхозăн бригадирĕ пулма шанаççĕ. 1969-1971 çулсенче партин Тăвай райкомĕнче инструкторта тăрăшать, унтан тăван колхозра агроном, хуçалăх ертÿçи пулса вăй хурать. Николай Миронович пĕр хушă Киччĕ ялĕнчи коллективлă хуçалăха та ертсе пынă.
- Пирĕн хисеплĕ ветеран пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, ĕçе пĕлсе йĕркелекен специалист пулнă. Ахальтен мар вăл вăхăтра “Новый путь” хуçалăх районта çеç мар, республикăра та палăрса тăнă, - калаçăва тăсрĕ ветерансен канашĕн ертÿçи М.Яковлев. Н.Васильев “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ” хисеплĕ ята, медальсене тивĕçнĕ.
Николай Мироновичăн мăшăрĕ Лидия Павловна пирки те ырăпа асăнса хăвармалла. Вăл мăшăрĕ пекех çав тери ырă кăмăллă та сăпайлă, ĕмĕрĕпех колхозра тăрăшса ĕçленĕ. Васильевсем пĕр çемьере килĕштерсе 58 çул пĕрле пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Виçĕ ача çуратса ÿстерсе çĕршывшăн усăллă çынсем тунă. Аслă ывăлĕ Тăвайри “Аль” ФСК инженерĕ, хĕрĕ çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнать, кĕçĕн ывăлĕ районти тĕп больницăра тăрăшать.
Шел, Николай Мироновичăн нумай тÿссе ирттерме тивнĕ юлашки вăхăтра. Чипер çÿренĕ çĕртенех, йывăр чире пула, инвалид коляски çине ларма тивнĕ ăна. Хăй çирĕп чунлă, тÿсĕмлĕ, çывăх çыннисем сисĕмлĕ пулни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать ăна.
Районтан пынă хăнасем ветерана çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунса сывпуллашрĕç.
Паллах, çыхăну малашне те татăлмĕ. Вăл ветеран чун-чĕрине, пурнăçне хавхалану кÿрсе тăма пулăшĕ.