АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнасчĕ

13 апреля 2018 г.

Улттăмĕш теçеткене вак-ласа пĕтеретĕп кĕçех. Пурнăç пăрăнчăкĕсенчен хам тĕллĕн тĕрĕс тухас тесе чылай тимлетĕп. Кулленхи пăтăрмахсем вара пĕрех ыйту хыççăн ыйту кăларса тăратаççĕ.
Каçхине ял урамĕсене электроэнергипе вăхăтпа кăна тивĕçтерни шухăшлаттарать ак. “Çутăпа перекетлĕ усă курмалла”, - тесе хуравлаççĕ. Эппин хуласенче мĕншĕн каçсерен электроэнергие тапхăр-тапхăрăн кăна çутмаççĕ; Мĕншĕн ялта пурăнакансен тÿсмелле çак пăтăрмаха; Эпир те вĕсем пек çынсемех-çке, пурнăç условийĕсем вара пирĕн хуларисенчен начартарах. Çавăнпа тĕттĕмлĕх тавралăха хăйĕн чаршавĕпе карсан, урамсенчи лампăсене вăхăтпа кăна çутмалла мар. Çурçĕр иртсен çынсем çÿреме пăрахаççĕ, тесе сÿнтереççĕ юпасем çинчи çутта. Начар шухăшлисем вара çакна кăна кĕтеççĕ ĕнтĕ, мĕн те пулин вăрлас тĕллевпе çула тухаççĕ преступниксем. Чылайăшĕ ăнăçлах кайса килет “ухатана”, теприсем полици сотрудникĕсен аллисене çакланаççĕ, паллах.
Çуркунне çитнĕ май каçхине тавралăх самаях тĕттĕм халь. Пылчăк, ирĕлнĕ юр шывĕ те кăмăла пăсать. Çакнашкал лару-тăрура урамсене ытларах çутă тăратсан аванрах ĕнтĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть пурнăçăн пĕтĕм сфери, çав шутра хăй тытăмлăх органĕсем умĕнчи малашлăх тĕллевĕсене уçăмлăн палăртрĕ. “Пурнăçăн хăтлă условийĕсене лайăх пахалăхлă автомобиль çулĕсемсĕр йĕркелеме çук, - терĕ вăл. -Пĕлтĕр çул-йĕр хуçалăхне аталантарма Чăваш Ен историйĕнче халиччен пулман укçа-тенкĕ калăпăшне уйăрнă - 5 миллиард та 254 миллион тенкĕ”.
Пирĕн районта та çул-йĕр тăвассипе чылай вăй хучĕç, Тăм шывĕ урлă çĕнĕ кĕпер хыврĕç, Тăвай-Чутей-Кайпăç, Нÿшкасси, Тушкил маршрутлă çулсене юсарĕç, нумай çĕрте тротуар сарчĕç. Ку лайăх-ха. Урамсенче çулсене хĕлле юртан тасатса тăрассине çителĕ-клĕ йĕркелерĕç. Çулсене юр хĕвсе кайнипе ирхине магазина кĕрт ашса çитейменнисем те пулчĕç ĕнтĕ пĕрех. Яка çул манашкал ватăсене питĕ кирлĕ.
Ĕçсĕрлĕх пирки те сăмах хускатас килет. Кашни çын валли ĕç вырăнĕ пултăр тесе чылай тимлеççĕ-ха пирĕн çĕршывра. Ку енĕпе ĕçлекен службăсем çынсене тивĕç-терессине те йĕркеленĕ. Апла пулин те, ĕç вырăнĕсĕр юлнисем, хăйсен чунĕ кăмăллакан ĕç тупайманнисем çук мар-ха. Çемье пуçĕсем, каччăсем вара, ĕç шыраса, тĕрлĕ çĕре каяççĕ. Аякри хуласенче ĕçлесе пурăнаççĕ арçынсемпе хĕрарăмсем. Кил-йышран уйрăм пурăнни вара мăшăрсен килĕшĕвĕпе юратăвĕ çине витĕм кÿрет. Уйрăм пурăнса ĕçлени çемьесене аркатать, мăшăрсем уйрăлаççĕ. Ку кăтарту пирĕн ял тăрăхĕпе пĕчĕкех маррине пăхмасăрах калама пулать. “Мăшăр ĕçлеме тухса кайрĕ те, çемье тата ачисем пирки манчĕ, урăх хĕрарăмпа пурăнать халь”, - тенине час-часах илтме пулать паянхи кун.
Тата пирĕн республика пуç-лăхĕ больницăсенче черетсем пулмалла марри пирки палăртать тăтăшах. Çавăнпа специалистсем патне кĕме компьютер пулăшнипе электронлă черете çырăнассине йĕркеленĕ. Çапла вара врачсемпе канашлама ĕмĕтленекенсем хушшинче ăнланусăрлăх çуралать. Пĕри алăк умĕнчи çынсем хушшинче черет йышăнать те кĕтет. “Эпĕ электронлă черет йышăннă тăхăр сехет валли”, - малалла иртме тăрать тепри. Пуçланать вара тĕркешÿ.
-Сана ку черетре эпĕ курман, килте мĕнле черет йышăннине эпĕ нимĕн те пĕлместĕп. Ав, кайса тăр кая, - ун çулне пÿлет малтанхи.
-Больницăна кайма хăракан пултăм. Инвалид тесе маларах кĕме тăрсан, пĕр ватă хĕрарăм тĕртсе хăварса кĕрсе кайрĕ. Сывлăх тĕлĕшпе сусăр, тесе çÿреймĕн паянхи кун. Пĕр-пĕрне хисеплеме пăрахрĕç çынсем, кăмăлĕсемпе кăралансах пыраççĕ, - тесе каласа кăтартнăччĕ-ха тантăшăм.
Нумаях пулмасть манăн та сывлăха пула поликлиникăра пулма тÿр килчĕ. Пĕринче вара врач патне маларах кĕрес текен икĕ арçын пĕр-пĕрне хаяр сăмахсемпе вăрçнине хам куртăм.
Юн паракансем хушшинче те пулкалать çавнашкал мыскара. Çакăн хыççăн нерв чирĕсемпе кĕрешесси çинчен калаçма та кирлĕ мар ĕнтĕ. Нарăс уйăхĕнчен пуçласа врач патне электронлă майпа çырăнас тесен малтан ЕПГУра регистрациленмелле. Паспортпа СНИЛС кăтартăвĕ-сене çеç çырмалла. Врач патне малтан хăнăхнă мелсемпе те - регистратура е сall - центр урлă çырăнма пулать. Чăваш Енре çулсеренех тухтăр патне 2 миллион ытла çын электронлă регистратура урлă çырăнать. Электронлă майпа çырăннисем - пĕр черет, хăйсем тĕллĕн пынисем тепĕр черет çырăнсан та йĕрке пулмасть-ши ку енĕпе; Çынсене сăлтавсăрах тĕркештерес марччĕ. Пĕр-пĕр-не ăнланса, хисеплесе пурăнасчĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика