13 апреля 2018 г.

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕн-че Раççейри театр премийĕн “Ылтăн маска” “Театр искусствине аталантарас тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн” номинацие тивĕçнĕ лауреатсене - вĕсен йышĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисткине Вера Кузьминана та - Мускаври Пысăк театрта чысланă. Хăйсен пурнăçне искусствăпа çыхăнтарнă Раççейри вун икĕ сумлă ĕçчен хушшинче пирĕн районти Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Вера Кузьминичнан ячĕ сумлăн янăранă. 70 çул ытла театрта ĕçлесе çĕр-çĕр сăнар калăпласа куракансен юратăвне, пысăк чыс-сумне тивĕçнĕ вăл.
Унăн çуралнă ялĕнче паллă ентеше халалласа шÿтлĕ спектакльсен фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Пĕчĕк постановкăсем жанрĕпе тĕрлĕ енлĕ пулнă. Театр уявне сцена хуçисем вырăнти авторăн, халăх театрĕн режиссерĕн Зоя Васильеван “Раздражать туса çÿреççĕ” камичĕпе уçнă. Унта вылякансем - Татьяна Пуршпа Надежда Петрова - малтанхи самантранах зала тыткăнланă. Сăнарсем тăрăх куракансенчен хăшĕ-сем, тен, хăйсене те палласа илнĕ пулĕ.
Тăрмăшри “Шуçăм” театр коллективĕн членĕсем ?ертÿçи Елена Матросова/ икĕ пĕчĕк шÿт хатĕрленĕ. Сиенлĕ йăласем сывлăхшăн тăшман пулнине ĕнентерÿллĕн кăтартса панă вĕсем. Лачкассинчи Венера Николаева ал-ĕç ăсти çеç мар, сăвă вулас ăсталă- хĕпе те залра ларакансене килентернĕ.
Енĕш Нăрвашри халăх теат-рĕн артисчĕсем - Татьяна Кузнецова, Станислав Иванов, Владимир Петров, Вячеслав Ефимов, Любовь Максимова, Галина Русская, Светлана Иванова, Надежда Никитина “Логопед”, “Качака таки”, “Нуша кулач çитерет” спектакльсенче тĕрлĕ сăнарсене ĕнентерÿллĕн калăпланă. Илемлĕ чăваш юрри-ташшипе уява пуянлатнă.
Зоя Васильева халăх театрне ертсе пыракан кăна мар, сăвă-юрă çыракан та, юрлакан та... Ку хутĕнче вăл театрăн çамрăк артисткипе Анастасия Павловапа конферансье “рольне” ăнăçлă пурнăçланă. Сăмах май, Анастасия ялти халăх театрĕ çумĕнчи «Путене» ача-пăча театр студийĕн-че чи маттуррисенчен пĕри.
«Нуша кулач çитерет» премьерăпа вĕçленĕ Енĕш Нăрвашри сцена ăстисем фестивале.
Централизациленĕ клуб системин директорĕ А.Алекс-еева театра юратакансене культура пурнăçне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе тав хучĕсем панă.