10 апреля 2018 г.

“Ĕçчен, харсăр, правур”, - теççĕ Кивĕ Пуянкассинче Надежда Ниловна Краснова çинчен. Тĕмер хĕрĕ кунта сутуçăра ĕçлеме килсен пулас мăшăрне тупнă. Суту-илÿ системинче чылай çул тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă вăл.
Çăва тухсан канăçне çухатать хĕрарăм. Пахчине чечексем акса-лартса илемлетмелле. Паçмине тĕрлĕ çимĕç лартма хăнăхнăран, пĕлтĕр те çур гектар вырăн пачĕç вĕсене Надежда Ниловнапа Валерий Павлович. Купăста, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан, çĕрулми яланхиллех ăнса пулчĕ. Пухса кĕртнĕ чух хĕрĕн çемйипе юлташĕсем пулăшнине асăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Чĕр таварне ăçта вырнаçтарассипе пуç ватасси çук - çемье тахçантанпах “Тăвайри кооператив” потребобществăпа çыхăну тытать.
Красновсем 2017 çулта 2,5 тонна пахча çимĕç хатĕрлесе парса республикăри конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотипе чысланă маттур ĕçчене. Лавккаран тавар туянма сертификат панă. Сăмах май, картиш тулли выльăх вĕсен. Ытлашшине патшалăха сутаççĕ.