10 апреля 2018 г.
Чăваш Республикин Пуç-лăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертÿçисемпе ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри - халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерни. Кăçал палăртнă ыйтăва пурнăçлама бюджетра 7 млрд ытла укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.
Чăваш Енре виçĕ уйăх хушшинче 300 пин ытла çын тĕрлĕ социаллă пулăшăва тивĕçнĕ, çак тĕллевпе 1,2 млрд тенке яхăн тăкакланă.
Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Енри халăха 70 тĕрлĕ енпе патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри - ачаллă çемьесене патшалăх тĕревĕпе тивĕçтерни. Çемье институтне пулăшу пама республика хыснинчен кăçал пĕрремĕш кварталта 472 млн тенкĕ тăкаланă.
Пысăк пĕлтерĕшлисенчен тепри - пурăнмалли çурт-йĕр-пе коммуналлă пулăшу тăкакĕ- сене саплаштарни. Чăваш Енре асăннă пулăшăва пĕтĕмпе 15,2 пин çемье илнĕ кăçалхи виçĕ уйăх хушшинче. Пĕр çемьене вăтамран 1800 тенкĕ тивет. Рес-публикăри 106 пин çын федераци çăмăллăхĕпе усă курать, уйăхсерен ЖКХ услугисемшĕн тăкаксене саплаштарса па-раççĕ. Çак тĕллевпе патшалăхран пурĕ 90 млн тăкакланă. ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тăкака ялта ĕçлесе пурăнакан специалистсенне те саплаштараççĕ. Вĕсене патшалăх уйăхсерен 1055 тенкĕ куçарса парать. Кăçалхи виçĕ уйăхра 15 пин çын усă курнă çак патшалăх пулăшăвĕпе. Рес-публикăра пурăнакан 70-рен иртнĕ 6,3 пин ватă çын çуртсене тĕп юсав тунăшăн тÿлекен взносшăн патшалăхран пулăшу илет. Вĕсене валли кăçал пурĕ 1,6 млн уйăрнă.
“Мĕнпур пулăшусемпе патшалăх халăха вăхăтра тата туллин тивĕçтерсе пырать. Укçа-тенкĕне республика бюджетĕнче çителĕклĕ таран пăхса хăварнă”, - тесе пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕнĕлĕхсем пирки кирек епле хыпара та халăх патне вăхăтра çитерме хушнă. Социаллă пулăшусем пирки çынсене лайăх ăнлантарса пама сĕннĕ.
Федерацин Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хăйĕн сăмахĕнче кăçал ватăсен ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенси укçи хушăннине, вăтамран 224 тенкĕ ÿсессе пĕлтернĕ. “Кашни çын пуçне нумаях хушăнмасть, анчах пĕтĕмĕшле илсен, кăтарту пĕчĕкех мар - 6,5 млн тăкаклать патшалăх”, - палăртнă вăл.
Амăшĕн капиталĕ пирки те сÿтсе явнă. Кăçал пурĕ 576 çемье патшалăх тĕревне илнĕ.
Халăхăн çак программа çинчен лайăх пĕлмелле, банк тытăмĕнче ĕçлекенсен вĕсене пулăшупа вăхăтра тивĕçтермелле, палăртнă вăл.