АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Центр инспекторĕ

10 апреля 2018 г.

Центр инспекторĕ

Регина Степанова районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта 2010 çултанпа вăй хурать. Вăл - ертсе пыракан инспектор. Канашри финанс колледжне пĕтернĕ хыççăн пуçланă кунта ĕç çулне. Ĕçленĕ хушăрах Тăвай хĕрĕ Шупашкарти социаллă университетра ăсталăхне ÿстерсе алла диплом илнĕ.
Центра тĕрлĕ ыйтусемпе пыраççĕ çынсем. Ытларахăшĕ вырăнта ĕç тупасшăн. Теприсем район тулашĕнче ĕçе вырнаçса тĕпленесшĕн. Ку тĕлĕшпе ĕç параканпа тĕрлĕ майпа çыхăнма тивет инспекторăн. Вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси те кулленхи тимлĕхре.
“Часах çуллахи каникул çывхарать. Чылай шкул ачи кану вăхăтĕнче усăллă ĕçре ирттересшĕн, - тет вăл. -Пĕлтĕр 380 вĕренекене центр урлă обществăлла тĕрлĕ ĕçе явăçтарнă. Ытларахăшĕ тирпей-илем кÿрессипе вăй хунă”.
Р.Степанова хăй суйласа илнĕ профессипе кăмăллă. Çынсен нуши-тертне çывăха илсе май килнĕ таран пулăшма тăрăшать вăл. Çамрăк амăшĕсене ачапа ларнă вăхăтра вĕренсе хушма професси илесси пирки консультацисем парать.
Пĕрле тăрăшакансем сăпайлă пике çинчен ырă сăмахсем çеç каларĕç. Субботниксене, районти спорт ăмăртăвĕсене, суйлавсене хатĕрленсе ирттерес ĕçе активлă хутшăнать. Çак кунсенче Регина Витальевнана тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата районти общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика