АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хир сыснисене апатлантарнă

10 апреля 2018 г.

Хир сыснисене апатлантарнă

Кăçал вăрмансенче юр самаях хулăн. Çавна пула уйрăмах хир сыснисене апат шыраса тупма йывăр пулчĕ. Вĕсене пулăшас тĕллевпе сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинчи Канашри обществи (председателĕ Н.И.Краснов) хир сыснисене апатпа тивĕçтерессине тимлĕхре тытрĕ, çак ĕçе активлă сунарçăсене явăçтарма пултарчĕ. С.Н.Михайлов (Вăрманхĕрри ялĕ) тырă каяшĕ нумай парса пулăшрĕ. А.В.Семенов та (Улянкă ялĕ) тырă каяшĕ хатĕрлесе пачĕ. Вĕсене тарăн юр тăрăх вăрмана чĕрчунсем патне çитерсе пама транспорт хатĕрĕ кирлĕ пулчĕ. Ку тĕлĕшпе Тăрмăш ялĕнче пурăнакан В.И.Николаев хăйĕн снегохочĕпе пулăшма кăмăл турĕ. Кĕтнĕ пекех, хир сыснисем апат хурса панă вырăна питĕ йышлăн пырса çÿрерĕç. Тарăн юрлă хĕл кунĕсенче ку вăл чĕрчунсемшĕн чăннипех те пысăк парне пулчĕ. Сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинчи Канашри обществи сунарçăсен, çут çанталăк тусĕсен хастарлăхне пысăка хурса хакларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика