АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă-и, çунатлă туссем!

10 апреля 2018 г.

Сывă-и, çунатлă туссем!

Тĕмер шкулĕнчи 2 класра вĕренекенсем çурхи каникул вăхăтĕнче çунатлă тусĕсем валли шăнкăрч вĕллисем туса хатĕрлерĕç. Паллах, вĕсене çак ĕçре аслисем пулăшрĕç.
“Сывă-и, çунатлă туссем!” уява 1, 3-мĕш классенче пĕлÿ пухакансене те чĕнчĕç. В.Мюресова класс ертÿçи кайăксен кунне хăçан уявлама пуçлани, çакă çут çанталăкшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ, презентаципе паллаштарчĕ.
Çут çанталăк тусĕсем сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, пĕчĕк кайăксем пысăк усă кÿни çинчен каласа пачĕç, тĕрлĕрен конкурссенче тупăшрĕç, вăйăсем вылярĕç.
С.Артемьева, А.Белоконь, В.Гладкова, В.Канясев, Д.Краснова, В.Манишева, А.Скворцов, М.Чмиков тунă вĕллесене А.Катяков тата 6 класра вĕренекен арçын ачасем пулăшнипе шкул территорийĕнче ÿсекен йывăçсем çине тухса çакрĕç. Вĕсем нумай-нумай кайăкшăн хăтлă çуртсем пулса тăрасса шанаççĕ 2-мĕш класс ачисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика