06 апреля 2018 г.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн кăтартăвĕсене “Тăвайри кооператив” потребобщество коллективĕ те, хастар ĕçлесе, лайăх витĕм кÿрет. Кооператорсем тăтăшах ĕçсене пĕтĕмлетекен мероприятисем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ.
Нумаях пулмасть вĕсем уполномоченнăйсен пухăвĕнче 2017 çула мĕнле вĕçленине пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Республикăра иртекен “Ял хуçалăх продукцине чи нумай сутакан-2017” конкурсра та ырă тĕслĕх кăтартаççĕ çынсем. Акă, Сергей Иванович Павлов Кивĕ Пуянкасси ялĕнче пурăнать. Вăл тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çÿрет, мăшăрĕ - шкулта. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çирĕп кил хуçалăх çавăрнă вĕсем. Ытлашши ял хуçалăх продукцине магазинри сутуçăсене сĕнеççĕ Павловсем. Пĕлтĕр ку енĕпе вĕсем “Сĕт нумай паракан” номинацире виççĕмĕш вырăна тухнă.
Мăшăрĕпе, Светлана Алексеевнапа, виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Аслисем шкула пĕлÿ илме çÿреççĕ, кĕçĕнни - ясли-садра.