АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх акцийĕ

06 апреля 2018 г.

Çак эрнере иртекен Пĕтĕм Раççейри “Сывлăхлă пул!” акцие шăпах ăна халалланă. Чăваш Республики те хутшăнать асăннă акцие. Ăна республикăра йĕркелесе ирттерекенĕсем - Чăваш Енĕн сывлăх сыхлав министерстви, “Медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республикăри центрĕ” тата “Республикăри наркологи диспансерĕ” бюджетлă учрежденисем, сывлăх сыхлав сферинчи “Медик волонтерсем” ырă ĕç тăвакансен Раççейри обществăлла юхăмĕн регионти уйрăмĕ.
Акци тĕллевĕ республикăра пурăнакан халăх, çав шутра çамрăксем, хушшинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетсе пырасси, чир-чĕртен сыхланса профилактикăна вăйлатасси пулса тăрать. Акцин тĕп задачисем - халăхăн сывлăхне упрасси тата çирĕплетесси, халăха сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарасси, медосмотрсем, диспансеризаци вăхăтра тухнин пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарса парасси, çынсем чир-чĕрсем тата вĕсем вăй илсе пыни мĕнле йывăрлăхсем патне илсе çитерме пултарни çинчен тĕпчесе пĕлесси пулса тăрать. Акципе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче, хулари “МТВ центр”, “Мега-Молл”, “Питер” суту-илÿ центрĕсемпе çурчĕсен территорийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем, куравсем, врачсен консультацийĕсем, тематика сехечĕсем ирттерме, видеофильмсем курассине йĕркелеме тата ыттине те палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика