06 апреля 2018 г.
Христос чĕрĕлнĕ Аслă кун - Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн тĕп уяв. Кăçал вăл ака уйăхĕн 8-мĕшне тÿр килет, пĕр эрнене тăсăлать. Чылайăшĕ Мăнкун çимĕçне чиркÿре кĕлĕ туса сăваплаттарать.
Мăнкун кашни çулах урăх вырсарникуна лекет. “Христос чĕрĕлнĕ, Христос чĕрĕлнĕ, Христос чĕрĕлнĕ!” - тесе пĕлтереççĕ пĕр-пĕрне уяври çынсем савăнса.
Иисус Турă чĕрĕлни - пурнăç пуçласа вилĕме çĕнтерни.
Мăнкунра ентешсем тăванĕ-пĕтенĕпе килтен киле çÿресе савăннă, сăйланнă. Çак йăла-йĕрке пирĕн тăрăхра халĕ те сыхланса юлнă.
Мăнкунра çĕнĕ япала тăхăнмалла.
Ĕне сĕт нумай антартăр тесен Мăнкун çăкăрне чи малтан ăна çитермелле.
Уяв сĕтелĕнчи апат-çимĕç юлашкине пăрахмалла мар /çăмарта хуппи, шăмă тата ыт.те/. Ăна çын çÿремен вырăна чавса чикмелле.
Ыхра шултра çитĕнтĕр тесен Мăнкунри çăмарта хуппине çав лаптăка чавса чикмелле.
Мăнкунра вилекен тÿрех çăтмаха каять, теççĕ.
Мăнкун каçĕнче çăлран шыв ăсса килмелле. Унпа пÿлĕмсене пĕрĕхтермелле, уйрăмах ача-пăчанне. Çапла туни усал вăя хăвалама пулăшать.
Мăнкун эрнинче çуралнă ача сывă, ăслă çитĕнет.
Мăнкун эрнинче сăра-эрехе виçесĕр ĕçме юрамасть.