03 апреля 2018 г.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн анлă ларăвĕнче Раççей Президенчĕн суйлавĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
“Кăçалхи мартăн 18-мĕшĕнче район территорийĕнчи пур суйлав участокĕнче те суйлав йĕркеллĕ, пĕтĕçÿллĕ, суйлавçăсем активлă хутшăннипе иртнĕ. Обществăлла йĕркелĕхе тата суйлав законодательствине пăснă тĕслĕхсем пулман. Суйлава суйлавçăсен 94,48 проценчĕ хутшăннă. Тăвай районĕнче суйлавра Владимир Путин çĕнтернĕ. Уншăн 7669 çын /суйлавçăсен 81,69 проценчĕ/ сасăланă. Район территорийĕнче Раççей Президенчĕн суйлавĕ ăнăçлă иртнĕшĕн эпĕ чи малтанах ăна хатĕрленсе ирттерме хастар хутшăннă пур çынна та пысăк тав сăмахĕ калатăп. Малашне те район умĕнче тăракан задачăсемпе проблемăсене пĕрлехи туслă вăйпа ăнăçлă татса парасса шанса тăратăп”, - тенĕ Владимир Ванерке ларăва хутшăннисене тав тунă май.
Çавăн пекех Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева тата Тăвай территори суйлав комиссийĕн председателĕ Любовь Кузьмина та хăйсен ятĕнчен суйлав кампанине хутшăннă пур çынна та хастарлă пулнăшăн тав тунă.
Суйлав вăхăтĕнче районти пур оперативлă служба та - энергетиксем, газовиксем, çыхăнупа медицина службинче тăрăшакансем - штатлă йĕркепе ĕçлени çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин каласа панă.
Сывлăх сыхлав ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Светлана Ананьева Вырăс Нăрваш салинчи, Мучарти тата Киччĕри фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсене Надежда Филиппована, Галина Баданована тата Лилия Афонинана ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Тав хучĕсене панă.
Районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, Тăвай территори суйлав комиссийĕн председательне Любовь Кузьминана район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Чылай активист тава тивĕçнĕ.