03 апреля 2018 г.
Çамрăклăх вăйлă юхан шыв пекех хăвăрт иртет. Савăнса ырă курса пурăнмалăх та çук. Çулсем иртнĕ май вара пурнăç та, самана та улшăнсах пырать. Çуллахи сарă хĕвел çутипе, лăпкă ăшă çил варкăшĕпе хумханса ларакан йывăçсем çинче ирсерен кайăксем хитре юрăсем шăрантарнă чухне пурăннăçемĕн пурăнас килет.
Çавăн пек тĕллевлĕ те малашлăхлă пулнă пирĕн вăхăтра çамрăксен кун-çулĕ. Хĕле кĕрсен ача-пăча пăр çинче хоккейла вылянă, сăртран йĕлтĕрпе ярăннă, çăва тухсан шăрăхра шывра çатăлтатнă. Аслисемпе, атте-аннепе пĕрле хуçалăх ĕçĕнче пиçĕхнĕ. Пирĕн вăхăтра çамрăксене воспитани парас тĕлĕшпе атте-анне, шкул, пионерпа комсомол организацийĕсем тăрăшнă. Вăрçă хыççăнхи çамрăксем йывăрлăхсене хăйсем курса хăнăхса ÿснĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ те мĕн çамрăкран ĕçе хăнăхтарнă, ял-йыша, ратнери тăвансене ырлăх-сывлăх сунса пурăнма, ырă кăмăллă пулма, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентсе ÿстернĕ. Ĕçсĕрлĕх пулман ун чухне. Хальхи пек электронлă хатĕрсем те _ компьютер, интернет, ноутбук, планшет, карас телефонĕ пулман. Çамрăклăх йĕркелĕхпе, туслăхпа палăрса тăнă. Пирĕн вăхăтра, фабрикăсемпе заводсем, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем вăй илсе аталанса пынă çулсенче, çамрăксем вырăнта ĕçлесе пурăнсах мăшăрланнă, кил-çурт çавăрнă, йышлă ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Нимĕнле амăшĕн капиталĕ те пулман ун чухне. Çамрăксем техникумсемпе училищĕсенче, аслă шкулсенче тÿлевсĕ- рех пĕлÿ илме пултарнă. Вĕренсе тухсан, ĕçе вырнаçнă е пĕлĕве малалла тарăнлатнă. Халĕ хăш-пĕр çамрăксем аслă шкулсене чун-чĕри суйласа илнипе мар, ăçта кĕме май пур, çавăнта туртăнаççĕ. Вĕренсе тухаççĕ те, çуралса ÿснĕ вырăнта ĕç çукран хуланалла çул тытаççĕ. Е республика тулашнех мĕнле те пулин ĕç шырама тухса каяççĕ. Ялсем вăрмансем сайралса юлнă пекех сайраланса ватăлса пыраççĕ. Ку чухне хăш-пĕр ялсенче каччăсемпе хĕрсем çукпа пĕрех тесен те йăнăш пулмĕ. Хăш-пĕр çамрăксем унта-кунта кайса ĕçлесе килеççĕ те лавкка сыхлама пуçлаççĕ. Çав çамрăксем хăçан та пулса мăшăрланса, кил-çуртлă пулса алла ача тытса курайĕç-ши тесе те иккĕленме тытăнатăн ирĕксĕрех. Ют çĕрте ытларах çамрăк арçынсем пилĕк аваççĕ, пуянсене пуйтарса, сывлăхне, вăй-халне хавшатаççĕ. Тепĕр чухне хĕрарăмсем те инçе çула кĕскетсе ĕçлеме тухса кайнине куратăн та, чун-чĕре ыратать. Ĕçсĕрлĕхе тата ĕçке пула мĕн чухлĕ çемье арканать, мĕн чухлĕ ача çурма тăлăха юлать. Хальхи çамрăксен ăс-тăнне, сывлăхне аркатаканни вăл _ ĕçсĕрлĕх, стресс, эрех, наркотикла япаласем.
Хальхи çамрăксене ашшĕ-амăшĕ мар, ытларах телевизор, компьютер тата ытти электронлă хатĕрсем ăс параççĕ. Ку чухнехи çамрăксем уçă сывлăшра пулас, çут çанталăк илемĕпе киленсе, савăнса сывлăха çирĕплетес тесе тăрăшмаççĕ. Алла кĕнеке, хаçат-журнал та тытмаççĕ вĕсем. Электронлă хатĕрсене пула урама та тухма пăрахрĕç шкул ачисемпе çамрăксем. Компьютер, интернет çумне çыпăçса ларнăскерсене хĕле кĕрсен сăртран йĕлтĕрпе ярăнма е пăр çине хоккейла выляма хÿтерсе кăлараймăн. Сăртра та, пăр çинче те кичемлĕх хуçаланма пуçларĕ. Улшăнчĕ пурнăç, улшăнчĕ самана. Шкул ачисене çывăхри ялсенчен шкула автобуспа турттараççĕ, ăна шкул умнех пырса лартаççĕ. Юрать-ха, шалах автобуспа кĕме май çук. Эпĕ çаксене паянхи пурнăçа хурлас шутпа çырмастăп. Шкулсенче ачасене пĕлÿ пама тăрăшаççĕ, кĕнекесемпе тивĕçтереççĕ, экскурсисене илсе çÿ-реççĕ, вĕсем кружоксене, олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Эпир, шкул ачисем, пĕр-пĕрне, вĕрентекенсене, аслисене яланах хисепленĕ. Ача-пăчашăн çакă халĕ те норма пулмалла ĕнтĕ. Анчах хăш-пĕр вĕренекенсем пĕр-пĕрне тата вĕрентекенсене те кÿрентернĕ тенине илтетĕп тепĕр чухне е шкул сакки çинче чухнех пирус туртма, ĕçме вĕренеççĕ. Çамрăклах харпăр хăйне çакнашкал тытнине ырлама çук ĕнтĕ. Çамрăк чухне, тен, йăнăшасси те пулать. Апла пулин те йăнăша вăхăтра ăнланса илсе хамăрăн кун-çулпа килĕшÿллĕ пулма тăрăшмалла. Çакă вăл ырă çимĕç кăна кÿрĕ.
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене çамрăкла ĕçе хăнăхтармасăр ансат пурăнма вĕрентсе ÿстереççĕ. Анчах çакна та манса каяс пулмасть: ачасем хăçан та пулса мăшăрланса уйрăм пурнăçпа пурăнма пуçлаççĕ, вĕсем ăрăва малалла тăсакансем. Çавăнпа пĕрлех пурнăç йывăрлăхне туймасăр, ĕç мĕнне пĕлмесĕр ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнчен вĕçсе тухса мăшăрланнă юратуллă икĕ чĕре хушшинче сулхăн çил вĕрме пуçласран сыхланмалла. Хамăр ачасене хăйсен ăсĕ-пуçĕпе пурăнма хăнăхтарас тетпĕр пулсан, çакна кая хăварса пымасăр, мĕн çамрăкран тытăнмалла.