03 апреля 2018 г.
Чунĕпе илемлĕ, аллисем ылтăн. Кармалта пурăнакан Светлана Шашкова пирки çапла каланине тăтăшах илтме пулать алĕç кружокне çÿрекенсенчен. Тĕмер шкулĕнче те хăйĕн профессине чунтан парăннă, чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшакан вĕрентекене ĕçтешĕ- сем хисеплеççĕ.
Кама кăна алĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарман-ши вăл; Мĕнрен кăна тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентмен-ши; Халĕ те занятисем тăтăш ирттерет. Чечекĕсем хĕм сапаççĕ, тĕрĕсемпе салфеткăсем, эрешлĕ минтер пичĕ-сем кил-çурта хăтлăх кÿреççĕ. Тутăр, кĕпе таранах çыхаççĕ, тĕрлеççĕ. Çĕнĕлĕхсене алла илсе пыраççĕ.
-Тĕрлĕ ĕç туни киленÿ, йăпану кÿрет. Ялти хĕрарăмсем пушă вăхăта усăллă ирт-терччĕр тетĕп, - кăмăллăн калаçăва хутшăнчĕ Светлана Леонидовна. -Шурă, тĕслĕ хут- ран, ытти материалтан темĕн те пĕр янтăлама хăвăрт хăнăхни чунтан савăнтарать. Хам та шкул ачи пек вĕçĕмех вĕренÿре, ятарлă журналсем çырăнса илетĕп. Интернет та пулăшать ку енĕпе. Ытти ăстасемпе çыхăну тытатăп.
Хĕрарăмсем хăйсен хитре ĕçĕсемпе тĕрлĕ куравсенче паллаштараççĕ, ăсталăх тупăшăвĕсене хутшăнаççĕ, пултарулăха аталантарса пыраççĕ.
С.Л.Шакшова Тĕмер шкулĕн-че технологи предметне 5 çул вĕрентнĕ. Ачасене çекĕлпе çыхас, хăй вара оригами техникине алла илсе ыттисене çак ăсталăха парас тесе нумай тăрăшнă. Вĕренекенсем халĕ хутпа ĕçлеме килĕштереççĕ. 4 класри Максим Гладков чылай конкурса хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Екатерина Зайцева, Анна Албутова, Диана Автономова тĕрлĕ япаласем ăсталаса тăванĕсене савăнтараççĕ. Оригами мелне Светлана Леонидовна Тĕмерти Зоя Ивановапа Михаил Степанович Яцыковсенчен вĕреннĕ. Çак пултаруллă ăстаçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма ачасене те вĕсен патне илсе кайса килнĕ.
Шашковсен ачисем те пĕлÿ-пе ăсталăх еннелле туртăнаççĕ. Владислав Хусанти аслă шкулта аспирантурăра, вăталăххи Елена Чăваш патшалăх университетĕнче магис- тратурăра ?химипе/ вĕренет. Екатерина та пиччĕшĕпе аппăшĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса ÿснĕ. Шупашкарти педагогика университетĕн-че технологи учителĕ пулма хатĕрленет. Виççĕшĕ те сăпай та маттур. Амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе хавхалану кÿреççĕ.