АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисен хисепĕ

03 апреля 2018 г.

Выльăх çине пăхсанах унăн ыратăвне, вăл мĕнле туйнине ветврачран ытла камах ăнлантарса пама пултарĕ. Тушкил ял тăрăхĕнчи ветеринари участокĕн заведующийĕ О. Ильина шăпах вĕсенчен пĕри.
Хăй кăмăлланăран суйланă çак профессие. Юрий Николаевич Петров тивĕçлĕ канăва тухсан кăрлач уйăхĕ-нче ĕçлеме пăрахрĕ. Хăй ĕçĕнче ăста, ял-йышра хисеплĕ арçын вăл. Халĕ виçĕ ялĕпе Оксана Геннадьевна пĕртен пĕр специалист.
Вăрнарти совхоз-техникум хыççăн пуçланă вăл ĕç çулне тăван тăрăхра.
- Хăй ĕçне лайăх пĕлекен хĕрарăма килĕш- тереççĕ ял çыннисем, - тет выльăх-чĕр-лĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕн çумĕ Л.А.Симушкина. -Пĕччен йывăр, пал- лах, çакăн пек пысăк ял тăрăхне тивĕçтерме. Районта ветспециалистсем ытти хуçалăхсенче питĕ кирлĕ. Яваплăх туйăмĕ пысăк пулнăран палăртнă кашни ĕçе вăхăтра тума тăрăшать Оксана Геннадьевна. Выльăх чирлесен васкавлă пулăшу панисĕр пуçне, тĕрлĕ чир-чĕр çулăхасран, сарăласран профилактика ĕçне палăртнă срокра пурнăçлать. Тинтерех кăна Çĕпĕр язвинчен килрен киле прививка туса çÿрерĕ. Халĕ вара, апрельтен, урмăш чирĕнчен сыхланса профилактика ĕçне пуçăнчĕ. Çуркуннепе кĕркунне ĕнесене туберкулезран сыхланса проба лартса хăрушă чир ересрен тĕрĕслет.
Вăл типтерлĕхĕпе, пуçарулăхĕпе палăрса тăнине те асăнмалла. “Пĕтĕм отчетсене вăхăтра тăратать. Ăçтан ĕлкĕрет-ши; Чăннипех те сатур пирĕн Оксана Геннадьевна. Кăмăллă унăн ĕçĕпе ертÿçĕ-сем”, - хушса хучĕ Лариса Алексеевна.
Кун-каçа ял çыннисенчен мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмест-ши выльăх тухтăрĕ. Сăхăтпуçĕнче пурăннăран, килти ĕçсене пуçтарса Тушкилти ветучастока вăхăтра çитет. Çул çинче те иртен-çÿренпе калаçмасăр иртмест. Ялта пурăнакансем те ăна кĕтсех тăраççĕ. Сахал-им канашламалли, ыйтса пĕлмелли. “Çынсем ырă сунса тав туни хавхалану кÿрет, вăй-хал хушать”, - тет Оксана Ильина выльăх тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика