АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçра тăрăшмасăр пулмасть

03 апреля 2018 г.

Эпĕ ача чухне пирĕн колхоз ĕне выльăх, сурăх, сысна, лаша тата хур ĕрчететчĕ. Хур тенĕрен вĕсене халĕ Герман Степанович пурăнакан вырăнта усранă. Колхоз-совхозсем пĕтнипе ялсенче ĕçсĕрлĕх ÿс- рĕ. Çул иртнĕçемĕн пурнăç та улшăнса пырать. Пирĕн саманара çĕнĕ технологисем вăй илсе пыраççĕ. Халăхăн та çавна май çĕнелсе пыма тивет. Çĕр ĕçченне вара нимĕнле робот та тăруках улăштараймĕ. Мĕншĕн тесен çĕр ĕçĕ чылай чухне çанталăкран, çын кĕтменлĕ-хе епле хатĕрленнинчен сахал мар килет. Çĕр те хăйĕн-шĕн тăрăшнине кура этеме усă парать. Апла пулсан çĕр çынна ĕçсĕр хăвармастех. Ял халăхĕ пĕр кун та ĕçсĕр ларман: тырă-пулă акнă, вырнă, пуçтарнă. Çуркунне уй-хир симĕс кавирпе витĕнетчĕ, каярахпа вара ылтăн тĕспе хумханатчĕ. Халĕ хăш-пĕр çĕр лаптăкĕсене çум курăк пуснă, вуншар çул усăсăр выртаççĕ. Йывăçсем хунаççĕ. Ферма территоринче вĕлтĕ-рен-пиçен ешерет.
Вăрçă хыççăнхи çулсене шухăшпа йĕрлесе тухатăп та, чăн та, эпĕ телейлĕ вăхăтра пурăннăн туятăп. Çыннăн пысăк инкек-мĕн пулсан, уншăн ялĕпех куляннă, ÿсĕр е çапкаланса çÿрекен пулманпа пĕрех. “Наркоман” сăмаха вуçех илтмен. Хĕрпе каччă хушшинче сăпайлăх хуçаланнă.
Вăрçа пула тăлăха юлнă салтак арăмĕсем те, ачисем те çав тери тăрăшуллă пулнă. Ун чухнехи çамрăк ăру ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Халĕ вара сахал мар çамрăк çамка çине тар кăлармасăрах пурăнасшăн. Мĕншĕн çапла пулса кайрĕ пурнăç; Ватă пуçăмпа шухăшлатăп та, çынна, вăл шутрах çамрăксене те, ĕçпе тивĕçтерме тăрăшмаллах.
Çавна май иртнĕ вăхăт куç умĕнчен тухма пĕлмест: тепĕр чух авăн çапасси хĕле кĕрсе каятчĕ. Бригадир пире, 12-14 çулсенчи ачасене, капанри кĕлтесене молотилка параппанĕ патне е улăма лашапа ура патне сĕтĕрме наряд паратчĕ.
Астăватăп, вăрçă хыççăнхи çулсенче колхоз вăйлă тыр-пул пуçтарса илчĕ. Кĕлетсене вырнаçтарма вырăн çитменнипе михĕсемпе кил тăрăх валеçсе тухрĕç. Камăн кĕлет тулли тырă - унăн кăвакалсем пурччĕ. Çĕр ĕçченĕ иртен пуçласа каçчен уй-хирте çанă тавăрса ĕçленĕ. Тĕлĕнмелле, кашни çемьере тăватшар-пилĕкшер ача пулсан та, ĕçе лăпсăр-лапсăр тумланса тухман. Паян вара çĕр ĕçченĕ пĕрлехи ĕçсĕр тăрса юлчĕ, хăшĕ-пĕри çемье хакне манчĕ, культура çурчĕ вырăнне лавкка таврашне пухăнать вăл. Патшалăх пулăшсан та, пепке сасси сайра илтĕнет. Туйсем сахал пулаççĕ ялсенче, çакă та чуна пăшăрхантарать. Çамрăксен пурнăçшăн тăрăшмалла, вĕренмелле, ĕçлемелле. Хăшĕ-пĕри авă çĕр ĕçĕпе пурăнать, выльăх-чĕ-рлĕх ĕрчетет. Пуянкассинчех сурăх ĕрчетекен те, йышлă хур-кăвакал тытакан та, палăксемпе картасем янтăлакансем те, сĕтел-пукан тăвакансем те пур. Кам мĕне пултарать - çавна суйласа илет. Анчах ун пеккисем нумайăн мар. Кĕрĕк арки йăваласа ларнипе пурнăç малалла каймĕ. Харпăр хăй вырăнне тупма тăрăшмалла. Пултаруллисене патшалăх грантсем парса та пулăшать. Çав вăхăтрах тухăçлă ĕç вырăнĕ-сем туса хурас пирки те тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика