АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă çитĕнччĕр тесе …

30 марта 2018 г.

Сывă çитĕнччĕр тесе …

«Ача сачĕсем - ачасене» федераци программипе килĕшÿллĕн, республикăра, муниципалитетсен шайĕнче чылай ĕç пурнăçланă. Темиçе çул каялла районта та шăпăрлансене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерес ыйту çивĕч тăратчĕ.
-Тăвай ялĕнче 2014 çулта “Асамат кĕперĕ” шкулчченхи учреждени хута кайнă хыççăн икĕ тата виçĕ çултан аслăрах, çавăн пекех ясли ÿсĕмĕнчи ачасене те вырăнпа туллин тивĕçтерме май килчĕ. Паян садике 176 ача çÿрет. Сакăр ушкăн йĕркеленĕ вĕсем валли, - каласа парать Л.Гри-горьева заведующи. Лариса Юрьевнан ертсе пырас пултарулăхне кура ăна çĕнĕ ача сачĕн ертÿçи пулма шаннă. Коллективри кашни ĕçченпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет, ашшĕ-амăшĕн кирек мĕнле ыйтăвне те татса пама хатĕр вăл.
“Пирĕн поварсем питĕ тутлă пĕçереççĕ”, - ачисем тăтăшах çапла савăнса каласа панине хăнăхнă ĕнтĕ килтисем.
“Чăнах та, ашшĕ-амăшĕ кăмăллă поварсен ĕçĕпе. Пухусенче калаçнă чухне те апатлану тĕлĕшпе нимĕнле ÿпкелешÿ çук”, - тет Л.Григорьева.
Надежда Антоновна Алексеевапа Алевтина Владимировна Григорьева поварсем -чăннипех те ăста специалистсем. Кунта ĕçлеме пуçличчен маларах та ачасен апатланăвĕшĕн тимленĕ вĕсем.
“Кукăль-булкăна сирĕнтен тутлăрах пĕçерекен çук пулĕ; - хавхалантараççĕ шăпăрлансем поварсене. -Пурте тутлă - салатсем те, котлет-фрикадельки те, суфле те... Тавтапуç сире”. Ача-пăча çакăн пек хаклани мĕнле-ха чуна çĕклентермĕ;
Светлана Анатольевна Волковапа Надежда Демьяновна Алексеева кухня ĕçченĕ-сем вăр-вар та сатур, хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра, тÿрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ.
Ачасем кунне 4 хутчен апатланаççĕ. Кухньăра çу-тă, таса, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни пахалăх çинче палăрать, работниксен ĕçне те çăмăллатать. Çамрăк ăру сывă ÿсчĕр тесе, пĕтĕм ăсталăхне парса, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшаççĕ “Асамат кĕперĕ” ача садĕнчи поварсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика