30 марта 2018 г.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттернĕ.
Канашлăва хутшăннисем “Чăваш Республикинче халăхăн кулленхи пурнăçĕн тата территорисен хăрушсăрлăхне ÿстересси” патшалăх программин наркотиксен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç профилактика тăвассипе çыхăннă çум программине пĕлтĕр мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă. Тĕп докладпа ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тухса калаçнă. Вăл наркотиксемпе кĕрешес ĕçре профилактика мероприятийĕсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăккине палăртнă.
Уйрăмах çамрăксемпе ĕçле-ссине, ют çĕршыв гражданĕ-сен хушшинче наркотиксемпе усă куракансене тупса палăртассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Наркотик сиенĕ пирки халăха ытларах пĕлтерес тĕллевпе медицина организацийĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем лекцисем, “çавра сĕтелсем” ирттернĕ, тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ.
Çумпрограмма тĕллевĕсен шутне çавăн пекех наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилемелли тытăм ĕçне лайăхлатасси те кĕрет. Хальхи вăхăтра наркотиксен серепине лекнĕ 19 çамрăка тата 14 çемьене шута илнĕ. Кашнин валли уйрăм реабилитаци программи хатĕрленĕ. Кашнинпе уйрăм ĕçленин усси аван палăрать.
2017 çулта республикăра наркопреступленисен шучĕ ÿснĕ.
Статистика кăтартнă тăрăх, юлашки вăхăтра ачасене наркобизнеса явăçтарас хăрушлăх самай ÿснĕ.
“Пирĕн çирĕп йышăнусем тумалла, лару-тăру япăх енне улшăнасран сыхланмалла”, - тенĕ Михаил Игнатьев лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май. Çавна май ведомствăсен ĕçлĕ хутшăнăвĕсен тухăçлăхне ÿстермеллине, муниципалитетсем профилактика ĕçĕ валли укçа çителĕклĕ уйăрмасан палăртнисене туллин пурнăçа кĕртме май çукки çинче чарăнса тăнă. Ашшĕ-амăшĕпе педагогсен шкул хыççăн ача вăхăта ăçта тата мĕн туса ирттернине пĕлсе тăмалли çинчен аса илтернĕ. Çавăн пекех сиплевпе реабилитацин право докуменчĕсене улшăнусем кĕртес енĕпе те ĕçлемелле