30 марта 2018 г.
Çакăн пирки эпир Чăвашстат ертÿçин заместительне Любовь Арвидсовна ПЕТРОВАНА каласа пама ыйтрăмăр.
Чăвашстатăн малтанхи даннăйĕсем тăрăх, икĕ (2006 тата 2016 çулсенчи) перепиç хушшинчи вунăçуллăхра Тăвай район-ĕн ял хуçалăх производствин структуринче палăрмалла улшăнусем пулса иртнĕ. Районта ял хуçалăх продукчĕсем туса илекен ял хуçалăх предприятийĕсен хисепĕ нумай чакнă (перепиç 2016 çулта çакнашкал 9 организацие çеç шута илнĕ, 2006 çулта вĕсем пурĕ 28 пулнă). Çав вăхăтрах хресчен фермер хуçалăхĕ-сен йышĕ 2,4 хут хутшăннă, вунă çул каялла 14 пулнă пулсан, халĕ вĕсем - 33. Пĕр вăхăтрах харпăр хăй хушма хуçалăхĕсем те 375 сахалланнă.
10 çул хушшинче районта пур йышши хуçалăхра акса тăвакан ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 817 гектар пысăкланнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче ял хуçалăх культурисен ака лаптăкĕ 49 процент пĕчĕкленнипе пĕрлех, фермерсен вăл 11 хут тата районта пурăнакансен хуçалăхĕсенче 34 процент ÿснĕ. Ку туртăм 2016 çулта çакăн патне илсе çитернĕ: хресчен фермер хуçалăхĕсем тата харпăр хăй хушма хуçалăхĕсем, ытти хăй хальлĕ хуçалăхсем çĕр пуянлăхĕсен çурринчен пысăкрах пайĕпе усă курма тытăннă. Çакăнпа пĕрлех пĕр ял хуçалăх организацийĕ акса тăвакан çĕрсен вăтам лаптăкĕ 656-ран 999, пĕр фермер хуçалăхĕн 67-рен 274 гектара çитнĕ.
Районта перепиçсем хушшинчи 10 çулта тĕш тырă культурисен ака лаптăкĕсем палăрмалла улшăнни сисĕнсех каймасть. Анчах тĕрлĕ хуçалăхсен шайĕнчи улшăнусем çав-çавах çук мар. Енчен те 2006 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акса тăвакан лаптăксен 95 проценчĕ ял хуçалăх организацийĕсене тивнĕ пулсан, 2016 çул тĕлне вара 43 проценчĕ çеç вĕсен тÿпинче юлнă, çав вăхăтрах фермерсен ака лаптăкĕ 10 хут (4,9-н 51,8 процента çити) ÿснĕ.
Çĕрулми лаптăкĕсем 519 гектар (2 хут) пĕчĕкленнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем асăннă пропашной культурăна вуçех хаклама пăрахнă, ял халăхĕ те сахалрах лартса тума тытăннă. Фермерсем вара ăна валли 3,6 хут ытларах вырăн уйăрнă. Ака структуринче ку енĕпе фермерсен тÿпи çичĕ хут ÿссе 15,5 процента çитнĕ пулсан та, харпăр хăй хушма хуçалăхĕсен вăл çав-çавах пысăк - 84,5 процент чухлĕ.
Асăннă тапхăрта пахча çимĕç культурисен лаптăкĕ районта 17 процент пĕчĕкленнĕ, тĕпрен илсен, ку вăл ял хуçалăх организацийĕсен шучĕпе пулса иртнĕ. Çакăнпа пĕрлех кил хуçалăхсем те 12 процент сахалрах акса тума тытăннă. Фермерсем вара пахча çимĕç культурисен лаптăкне çичĕ хут пысăклатнă. Харпăр хăй хушма хуçалăхсен тÿпи, чăн та, халичченхи пекех пысăк - 70 процента яхăн.
Акса тăвакан выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкĕпе Тăвай районĕ республикăри муниципаллă районсем хушшинче тăххăрмĕш вырăн йышăнать. Вĕсен лаптăкĕ 10 çулта 1,4 пин гектар сарăлнă, 10 пин гектара çитнĕ. Ÿсĕм фермерсенчен нумай килнĕ, вĕсем выльăх апачлĕх культурăсен ака лаптăкне 13 хута яхăн ÿстернĕ. Халăхăн тÿпи те пĕчĕк мар - 40,6 процент ытларах акса тума тытăннă.
Иртнĕ вунăçуллăхра мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 1,2 пин пуç (13 процент) чакнă. Вăл харпăр хăй хушма хуçалăхĕсенче 46 процент, ял хуçалăх организацийĕсенче те 8 процент сахалланнă. Фермер хуçалăхĕсенче выльăхсен йышĕ ÿснĕ, çав шутрах сăвакан ĕнесен кĕтĕвĕ те вăй илсе пысăкланса пынă. Енчен те 2006 çулхи перепиçпе ĕнесен чи пысăк хисепĕ (65 проценчĕ) çынсен кил хуçалăхĕнче пулнă пулсан, 2016 çулхи перепиçпе вĕсен йышĕ ял хуçалăх организацийĕсенче чи пысăкки (43 процент) паллă. Сыснасем çичĕ хут сахалланса юлнă. Вĕсене ял хуçалăх организацийĕ-сем усрама пăрахнă, тĕпрен илсен çынсем харпăр хăй кил хуçалăхĕ-сенче ĕрчетеççĕ: ашлăх та самăртаççĕ, çăвăрлаттараççĕ те, сутаççĕ те. Икĕ перепиç хушшинчи вунă çулта районта чăх-чĕппе ытти кайăк-кĕшĕке 9,1 пин пуç ытларах усрама тытăннă. Вĕсене çынсем харпăр хăй кил хуçалăхĕ-сенче ĕрчетеççĕ.