30 марта 2018 г.

Пĕтĕм тĕнчери театрсен кунне 1961 çултанпа уявлаççĕ. Пирĕн районта та ăна çуллен паллă тăваççĕ. Кăçал пĕтĕм тĕнчери театр кунне иртнĕ тунтикун уявлама пухăнчĕç район центрĕнче пурăнакансем, ытти ялсенчен те килнĕ.
Тăвайри халăх театрĕ вырăнти журналист А.Никитина çырнă “Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа” камитпе паллаштарчĕ. Н.Никифорова режиссер лартнă постановкăна. Рольсене Сергей Димитриев (Йăкăнат пичче), Ирина Евдокимова (Зина аппа), Светлана Зверева (Ульяна аппа), Андрей Захаров (Хĕритун пичче), Мария Никитина (Кирюша), Сергей Никитин (Юрик), Алена Абрамова (Анюта), Алексей Моисеев (Петĕр), Надежда Никифорова (Надя) аван вылярĕç. Куракансем вĕсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, режиссер постановкăна кĕртнĕ юрă-ташă та хавхалантарчĕ вĕсене.
Юлашкинчен культура çурчĕн директорĕ А.Алексеева вырăнти артистсене Тав хучĕсем пачĕ, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ.
А.Никитина хаçатçă та сцена ăстисене ăшă сăмахсем каларĕ. Элпуçсем те лайăх йышăннă Тăвайри халăх театрĕн çĕнĕ ĕçне.