30 марта 2018 г.

Тăрмăшри вăтам шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Ангелина Ялугина пултарулăхĕ-пе юлташĕсем кăна мар, учительсем те савăнаççĕ. Хастарскер вĕренÿре “5” паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ ăмăртусенче те яланах малта.
Ангелина - шкул чысне çĕклекен ăслă та маттур хĕр ача. Кашни çулах олимпиадăсене хутшăнса, хăйĕн çирĕп пĕлĕвне кăтартать. 2016 çулта вăл биологи, экологи, литература, истори, чăваш чĕлхипе литератури, географи предмечĕсемпе районти олимпиадăсенче ырă тĕслĕх кăтартнă, çĕнтерÿçĕ тата призер ята тивĕçнĕ. Кăçал тăван ен культури предмечĕпе, республикăри вĕренекенсемпе тупăшса, район чысне хÿтĕлерĕ.
Наукăпа практика конференцийĕнче “Экологи”, “Социологи”, “Манăн çемье историйĕ” секцисенче 2016 çулта çĕнтерÿçĕ пулса тăнă хастарскер.
Сăвă çырма та кăмăллать хĕр ача. Нумаях пулмасть “Автор поэзийĕпе прози” секцинче хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Тĕрлĕ тема хускатать, сăввисем район хаçатĕнче те пичетленеççĕ.
Ангелина тĕрлĕ кружока çÿрет. “Чĕрĕлĕх хунавĕсем” конкурса районта тата республикăра йĕркелеççĕ, унта пирĕн вĕренекен икĕ çул ĕнтĕ хăйĕнчен никама та ирттермест. Хăйне шанса панă роле питĕ ăста, ĕненмелле калăплать.
“Чĕрĕ сăмах” ятлинче те кашни çулах палăрнă А.Ялугина. Пĕрремĕш вырăна кăçал та тивĕçлĕ пулнă маттурскер. “Чăваш чĕлхине тăрăшса ăса хыватăп, тăван чĕлхепе çырнă сăвăсене вулама юрататăп. Атте-анне чĕлхине кашни ачанах пĕлмелле. Чăваш чĕлхин малашлăхне ĕненетĕп. Эпир пур вĕт-ха халь, пирĕн хыççăн та чăвашсем юлĕç. Шел пулин те район центрĕнче, хăш-пĕр ялсенче те вырăсла калаçакан йышлăланчĕ. Анчах вĕсем те чăвашсемех, тăван чĕлхен илемне туйса, вĕсем те унпа ирĕккĕн калаçма пуçласса ĕненес килет. Хамăрăн чĕлхене йăхран-йăха куçарса пымалла пирĕн”, - тет Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекен Ангелина.
Ташăра та пултарать вăл пирĕн. Районти ача-пăча фестивалĕнчи “Эстрадный танец” номинацире (1-мĕш вырăн), “Тăвай çăлтăрĕ-сем” (3-мĕш), “Туслăх хĕлхемĕ” конкурссенче (иккĕмĕш) пултаруллă пулнă.
Маттур вĕренекен кирек хăш самантра та çухалса каймасть. “Дебаты” ĕçлĕ вăйă-конкурсран та дипломпа таврăннă вăл. Лайăх ÿкерет те Ангелина. Класс ертÿçин тивĕçĕсем пирки те манмасть, шкулти пĕр мероприяти те вăл хутшăнмасăр иртмест.
А.Ялугина спортпа та туслă. Тĕрлĕ секцисенче сывлăхне туптать, волейболла выляса, хĕрачасен ушкăнĕпе ку енĕпе районта иккĕмĕш вырăна тухнă. Республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсенчен те юлмасть. 2014-2017 çулсенче правур хĕрача йĕлтĕр- çĕсем хушшинче 10 хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. “Шкул ачин сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Спорт çирĕп сывлăхлă пулма кашни çынах кирлĕ”, - тет Ангелина.
Ялти чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕнче вĕренме те вăхăт тупать хĕр ача. Халĕ вĕсем Мăнкун уявне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.
Мĕн пирки ĕмĕтленет-ха Ангелина; Унăн тĕллевĕ - врач профессине алла илесси. Çавăнпа биологи, хими предмечĕсемпе лайăхрах пĕлÿ илессишĕн тимлет. Пирĕн пурне те ĕлкĕрекен вĕренекен 2018 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илекенсен йышне кĕчĕ. “Çак сума Ангелина чăннипех тивĕçлĕ”, - терĕç пурте ăна хисеплесе.
Унăн çитĕнĕвĕсем пирки çырса пĕтерме çук. Вăл нихăçан та мухтанмасть, мăн кăмăллă мар. Сăпайлă, çынна ăнланма, пулăшма тăрăшать. Этем мĕнлерех пулнине куçĕнчен пăхса пĕлме пулать, теççĕ. Çак сăмахсене Ангелина пирки те калама пулать.
Чăннипех пур çĕре те ĕлкĕрет хастар шкул ачи, сăвăç, спортсмен, чиперук.