АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă аса илÿсем кăна хăварнă

30 марта 2018 г.

Ырă аса илÿсем кăна хăварнă

Кăрлач уйăхĕнче Тăвай районĕнче радиовещани ĕçлеме пуçланăранпа 60 çул çитрĕ. Ăна районти культура çуртĕн-че уявларĕç. Унта “Тăвай калаçать” радиопередачăн пĕрремĕш редакторĕ Галина Максимова та хутшăннă.
Эпĕ Кивĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ. Анне колхозница, атте фронтовик, вăрçă инваличĕ хуçалăх ертÿçи те, бригадир та, хатĕрлевçĕ те пулнă. Эпĕ Тăвайри вăтам шкулăн 9-мĕш класĕн-че вĕреннĕ чухне яла радио кĕртрĕç. Пирĕншĕн, вăрçă ачисемшĕн, пысăк савăнăç шутланнă ку. Радио тĕрлĕ хыпарсемпе тивĕçтернĕ, пире харпăр хăйне тытма вĕрентнĕ, вăлах пирĕншĕн будильник вырăнне пулнă. Эпир ирхине ун сассипе вăраннă. Кашни эрнерех унран çĕнĕ юрăсем юрлама вĕреннĕ, паянхи кун та çав юрăсене манмастпăр. Радио юлташ вырăнĕнчеччĕ, унпа нихăçан та кичемленмен.
1958 çулта, Çĕрпÿри биб-лиотека техникумĕнчен вĕ-ренсе тухсан, мана парти райкомĕн библиотекине ĕçе илчĕç. Темиçе кунтанах парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.Е.Кузнецов кабинетне чĕнтерчĕç. Унта радиовещани редакторĕ Г.Матвеевпа П.Яковлев пропагандист та пурччĕ. Мана вулаттарса пăхрĕç. Дикци килĕшрĕ пулас, “ыранах ĕçе пуçăнатăн” терĕç. Ун чухне ку ĕçшĕн шалу тÿлеместчĕç, çавах эпĕ ăна яваплăха туйса, юратса туса пыраттăм.
Герман Матвеевич Матвеев питĕ пултаруллă, хастар, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çынччĕ. Эрнере 3-4 хутчен передача ирттереттĕмĕр. Вăл вырăна тухса материалсем пуçтарса килетчĕ, вĕсене передача валли хатĕрлетчĕ. Çемйи патне Тикаша та çÿ-ретчĕ. Хăш вăхăтра канатчĕ-ши вăл;
1963 çулхи январьте Тăвай районне Канаш тата Вăрмар районĕсемпе пĕрлештерчĕç. Ун чухне эпĕ ВЛКСМ рай-комĕн иккĕмĕш секретарĕ-ччĕ. Г.Матвеевпа иксĕмĕре те Вăрмар районне куçарчĕç. Унта та мана иккĕмĕш секретаре суйларĕç. Каллех вырăнти радиовещанире ĕçлеме пуçларăмăр. Г.Матвеев хăйне шеллемесĕр ĕçлетчĕ. Çавăнпа та пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕ пуль тетĕп. Интереслĕ-ччĕ унпа ĕçлеме. Парти райкомĕ çав çулсенче кадрсемпе ĕçлессине çирĕп пурнăçласа пынă. Корреспондентсемпе семинарсем, канашлусем тăтăш йĕркеленĕ. Шупашкарта районсенчи дикторсен конкурсне ирттернĕччĕ. Унта эпĕ мала тухрăм, анчах райком мана унта яма килĕшмерĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕç-ленсен, районсенче акатуйсем иртетчĕç. Вĕсене хатĕр-ленесси чи яваплă мероприятирен пĕри шутланнă. Унта малта пыракансене чысланă, ĕç халăхĕ савăннă, юрланă, ташланă, спорт вăййисем йĕркеленĕ. Дикторсен те питĕ тимлĕ пулмалла пулнă. Çак ĕçре тăрăшнă çулсем манра чи ырă асаилÿсем кăна хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика