30 марта 2018 г.
2000 çула яхăн каялла, Христос ашак çинче Иерусалима кĕнĕ чухне çынсем: “Осанна!” ?еврей чĕлхипе: “Çăл! Пулăш пире!”/ тесе кăшкăрнă, ун çулĕ çине хăйсен çири тумĕсене сара-сара пынă, ăна алăри па-льма турачĕсемпе саламланă, вĕсене ун ури айне пăрахнă. Израиль халăхĕ хăйĕн нумайранпа кĕтекен Мессине ?Çăлакана/ çав тери хĕпĕртесе кĕтсе илнĕ. Пур çĕрте те савăнăç пулнă. Турă пророксем урлă шантарнă Çăлакан юлашкинчен аранах вĕсем патĕнче ĕнтĕ.
Çавах та нумаях та вăхăт иртмен, çав çынсемех темиçе кунтан: “Пăталăр ăна! Пăталăр!” тесе кăшкăрнă. Мĕн пулнă-ха темиçе кун каялла кăна чунтан хĕпĕртекен çынсене; Вĕсем хăйсен ăнланăвĕ- пе урăхла Çăлакана кĕтнĕ-мĕн. Вĕсене Рим империйĕн пусмăрĕнчен хăтаракан кирлĕ пулнă. Христос вара çĕр çине иудейсене çăтмах туса пама та, вĕсемшĕн ытти халăхсене пăхăнтарма та килмен. Ун умĕнче урăх тĕллев тăнă, тата пысăкраххи. Вăл çынна шалти, чунри тăшманран епле хăтăлмаллине, хăйĕн çÿлти патшалăхне кăтартса панă. Турă Хăйне юратакансем валли “халиччен çын куçĕ курманнине, çын хăлхи илтменнине, çын чĕри пĕлме пултарайманнине хатĕрленĕ”. ?1 Кор. 2:9/.
Пурнăçра эпир хамăр та таçта чун тĕпĕнче Турăпа тăтăш тĕлпулу шыратпăр, вăл пире “пĕчĕк тĕлĕнтермĕш” те пулин туса кăтартасса ĕмĕтленетпĕр. Çав вăхăтрах Христос пирĕн пата ыйткалакан пек пулса татăк та пулин пама ыйтма килсен, кам та пулин пирĕнтен пулăшу кĕтсен е ачасем пире анратсан, е ватă ашшĕ-амăшне пăхмалла пулсан, е кам та пулса пирĕнтен ăшă сăмах илтсе кăмăлне пусарма ĕмĕтленсен, пирĕн вара, сахал мар, чухне çавна валли “ерçÿ те, кăмăл та çук”, ку пирĕншĕн “эпир кĕтекен Патша мар”. Эпир хамăрăн çывăх çыннăмăрсемпе кăмăлсăрланатпăр, хирĕçетпĕр, харкашатпăр. Вĕсем пирĕн умра айăплă тесе шутлатпăр, хамăр тивĕçлĕх пирки вара манса каятпăр. Эпир хамăр кирек мĕнле ырлăха кирек мĕн чухлĕ йышăнма хатĕр. Çав вăхăтрах ăна эпир ыттисемпе пайлама хатĕр мар.
Христос çĕр çинчи патшалăха хăварса терт-асап çулĕ çине тăнă. Эпир асап шырасшăн мар, ăна Христос та шыраман. Çав вăхăтрах хамăра пÿрнĕ хуйха-суйха пирĕн Христос пек тÿсĕмлĕн чăтса ирттермелле. Пурнăçри ырăлăхсем çине Вăл епле пăхни пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăрать. “Эпĕ хама тем тĕлĕшпе те ирĕк пама пултаратăп, анчах пурте усăллă-и-ха çав ĕçсем; Эпĕ тем те тума пултаратăп, анчах нимĕн те манпа хуçаланма пултараймĕ” ?1 Кор. 6:12/. Ан çийĕр тесе вĕрентмест вĕт Евангели, ан çăткăнланăр, тет. Ан ĕçĕр тесе те вĕрентмест - ан ÿсĕрĕлĕр, ĕçке ан ярăнăр. Çавăн пекех укçа ĕçлесе илме те, савăнма-хĕпĕртеме те чармасть, анчах пуянлăха, мула пурнăç тĕллевĕ туса хумалла мар. Пурнăçра пурте виçеллĕ пулмалли çинчен вĕрентет Евангели.
Чиркĕве кăчкă йывăççин турачĕпе пырса эпир чунпа хамăрăн Туррăмăра сĕртĕ-нетпĕр, унпа пĕрле пулма тăрăшатпăр. Вĕт пирĕнтен кашниех пурнăçри хăйĕн тыткаларăшĕпе, шухăшлав ĕренкипе, кăмăлĕпе е Христос вĕренекенĕсем хушшинче, хăйĕн хĕресĕпе Вĕрентекенĕмĕр хыççăн чăтăмлăн утать, е “Вĕлерĕр Ăна!” тесе кăшкăракан урнă эшкерте. Чуна çăлас вырăнне нумайăшĕ ĕçкĕ-çикĕ ăшне путнă, типĕ мĕнне пĕлмест, пурне те хыпса çăтать, кам укçашăн çунать. Мăн кăмăллăх, чапшăн çунни, юлхавлăх, ĕмĕтсĕрлĕх, аскăнчăклăх тата ытти çылăхсем пире Христос вĕрентĕвĕнчен инçерех те инçерех илсе каяççĕ.
Кăчкăпа тĕрлĕ тĕшмĕшлĕх çыхăннă. Нумайăшĕ ăна чиркĕ-ве пачăшкăна çветить тутарас та вăл кил-çурта вут-кăвар инкекĕнчен, куçăхасран, пăскăнчăкран, усал çынсенчен хÿтĕ-летĕр тесе илсе пырать. Пире кăчкă мар, Турă хÿтĕлемест-и вара; Кăчкă туратти вара çынсем Христоса пальма тураттисемпе саламласа кĕтсе илнин палли кăна. Пирĕн тăрăхра пальма йывăççи ÿсмест те çавăнпа кăчкă турачĕсемпе усă кураççĕ. Священник кĕлĕре нихăçан та кăчкăна çветить тăвасси çинчен асăнмасть. Вăл кăчкă илсе пынă çынсемшĕн Турăран пил кăна ыйтса илет. Кама мĕн чухлĕ тивĕçет çав пил, çыннинчен хăйĕнчен килет, вăл Турă заповечĕсене мĕнле пурнăçласа пынинчен, Турра, çынсене мĕнле хисепленинчен, хамăра таса тытнинчен е çылăх ăшне путнинчен. Ырă йăла-йĕркене упрамалла, вăл мĕнпе çыхăннине пĕлмелле, унсăрăн вăл ритуал кăна пулса тăрать. Чиркĕве илсе пынă кăчкă турачĕсене вара тепĕр Мăнкунччен Турăш çывăхĕнче упрамалла, вĕсем пире Христоса пăталаттарнă çынсен хăрушă шăпи çинчен аса илтерсе тăччăр. Шухăшпа та, çăвартан тухакан сăмахпа та, кулленхи ĕçсемпе те хамăрăн аслă Вĕрентекенĕмĕре тивĕçлĕ пулар.
Кăчкă уявĕпе сире!
РОМАН иерей.
Мучар чиркĕвĕн настоятелĕ.