АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шашка чемпионатĕнче

30 марта 2018 г.

Шашка чемпионатĕнче

Шашкăлла выляссипе район чемпионачĕ иртрĕ Тăвайри “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче мартăн 25-мĕшĕнче. Шашистсенчен кашниех тăрăшса вылярĕ, харпăр хăйĕн ăсталăхĕ-пе çивĕчлĕхне кăтартса пачĕ. Хĕрÿ тупăшура А.И.Афанасьевпа (Тăрмăш ялĕ) В.А.Николаев (Тăвай) уйрăмах палăрчĕç, 12-шер очко илме май пур çĕртен 10-шар очко пухса, малтисем пулчĕç. Анчах В.Николаевăн коэффициент пысăкрах пулчĕ, çапла вара Василий Алексеевич (сăн ÿкерчĕкре) шашкăлла выляссипе 2018 çулта район чемпионĕ пулса тăчĕ. Çак ятпа саламлатпăр ăна.
Иккĕмĕш вырăнта - А.И.Афанасьев. Виççĕмĕш вырăна 7,5 очкопа И.И.Соловьев (Тăвай) тухрĕ.
Призерсене пурне те медальсемпе тата дипломсемпе наградăланă.
Апрелĕн 1-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче те шашкăлла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем пулĕç. Уçă турнира асăннă ялти шашистсене кăна мар, кăмăл тăвакансене пурне те йыхравлаççĕ. Турнир ялти вăтам шкулта 9 сехетре пуçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика