27 марта 2018 г.

Икĕ район хушшинчи кунашкал тĕлпулу йăланах кĕнĕ ĕнтĕ. Акă нумаях пулмасть Канаш районĕнчи ветерансем Енĕш Нăрваш ялне Канашпа Тăвай районĕсенчи ветерансен пуçламăш организацийĕ-сен председателĕсен пĕрлехи семинарне ирех килсе çитрĕç. Кун йĕркинче - çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçри пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси. Семинар вырăнне те ытахальтен Енĕш Нăрваша суйласа илмен. Ял ырă йăла-йĕркесемпе пуян. Кунтан паллă художниксемпе скульпторсем, Хумма Çеменĕ писатель, Степан Максимов композитор, СССР халăх артистки Вера Кузьмина тата ыттисем тухнă, ялти çуртсем çине чаплă çынсене чысласа 7 асăну хăми вырнаçтарнă.
Хăнасем экспонатсенчен пуян краеведени музейне, социаллă пурнăçпа культура, йăла объекчĕсене çитсе курнă.
Çакна палăртнă, Тăвай районĕнче ветерансен 28 организацийĕ, Канаш районĕнче 43 тата тепĕр виççĕшĕ район администрацийĕнче, “Канашская” кайăк-кĕшĕк фабрикинче тата ветстанцире ĕçлеççĕ.
Семинар вăхăтĕнче икĕ районти ветерансен пуçламăш организацийĕсем çамрăксене çарпа патриотла тата интернационалла воспитани парассипе епле ĕçленине пур енлĕн тишкерсе сÿтсе явнă. Тăвайсенчен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата опычĕпе районти ветерансен канашĕн председателĕ Римма Гурина, Енĕш Нăрваш ялĕнчи пуçламăш организаци председателĕ Зоя Герасимова (сăн ÿкерчĕкре, Хисеп грамоти илнĕ самантра), музей директорĕ Владимир Петров паллаштарнă.
Канашсенчен ветерансен организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе задачисем çинчен республикăри ветерансен канашĕн президиумĕн членĕ, асăннă районти ветерансен канашĕн председателĕ Виталий Петров, Шăхасанти ял тăрăхĕнчи пуçламăш организаци председателĕ Зоя Александрова, районти ветерансен канашĕн президиумĕн членĕ, Чакаç ял тăрăхĕнчи Гаврил Николаев интереслĕ каласа панă.
Семинара хутшăннисем район администрацийĕн пуç-лăхне Владимир Ванеркене хапăл пулнă. Владимир Алексеевич хисеплĕ ветерансене çамрăк ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунăшăн тав тунă. Пĕрлех район экономикипе пурнăçĕ, малашлăх ĕçсем çинчен каласа панă вăл.
Семинара хутшăннисем çамрăксене патриотла воспитани парассине вăйлатса пырасси хăйсен пысăк тивĕçĕ пулса тăнине палăртнă. Çавăнпа “Орленок” тата “Зарница” вăйăсем, майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунне уявланă вăхăтра Асăну вахтисем йĕркеленĕ çĕре, Пĕтĕм Раççейри оборонăпа массăллă ĕç уйăхлăхне, вĕренÿ учрежденийĕсенче çарпа патриотла тематикăпа иртекен мероприятисене, смотр-конкурссене хастар хутшăнма кирлине асăннă. Паллах, ветерансен пуçламăш организацийĕсен пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашсах, ăна пуянлатсах тăмалла.
Семинар районти ветерансен хорĕн, “Тĕпел”, “Ивушки” ансамбльсен пысăк концерчĕ-пе вĕçленнĕ.