АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă вĕрентекен

27 марта 2018 г.

Сумлă вĕрентекен

Вăтăр пĕр çула хыçа хăварса паянхи кунччен тăрăшать Йăнтăрчă шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Петровна Васильева. Тăван чĕлхен çепĕçлĕхĕпе илемне кашни ачан чунне çитерме тăрăшать вăл. Уроксене тĕплĕн хатĕрленсе, тĕрлĕ мелсемпе усă курса ирттерет. Унăн предметне ачасем юратса та кăсăкланса вĕренеççĕ. Кашни сăмахне тимлĕ итлеççĕ.
Чăвашлăха малалла аталантарас тесе тăрăшать. Çавна май шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттерет, унта ачасем хаваспах хутшăнаççĕ, çавăн пекех кружок ĕçне те йĕркелесе пырать.
Хăйĕн вĕренекенĕсене тĕрлĕ ĕçе явăçтарать Галина Петровна. Районта тата республика шайĕнче иртекен мĕнле кăна конкурссене хутшăнмаççĕ-ши вĕсем; Тăтăшах çĕнтерÿçĕ-сем пулса тăраççĕ. Кашни çулах районти тата республикăри олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçал та, акă, унăн вĕренекенĕ В.Петров республика шайĕнче пысăк чыса _ ятарлă стипендие тивĕçрĕ. Пултаруллă педагог хавхалантарса пынипе чылайăшĕ илемлĕ литературăра пĕрремĕш утăмсем туса малалла аталанса пырать.
Унсăр пуçне Галина Петровна класс ертÿçи те. Кашни ачан чунне ăнланма тăрăшать, пулăшма васкать. Вăл ертсе пынипе унăн вĕренекенĕсем класс тулашĕнче иртекен мероприятисене яланах хастар хутшăнаççĕ. Г.П.Васильева чылай вăхăт ĕнтĕ районта тăван чĕлхене вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ачасемпе пĕрле тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйĕн ăсталăхне туптать. Маттур педагог “Раççейри пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ята, тĕрлĕ Мухтав хучĕсене тивĕçлĕ пулнă.
Галина Петровна ачасемшĕн юратнă учитель, çывăх юлташ.
Çитес кунсенче вăл сумлă юбилейне паллă тăвать. Эпир, Йăнтăрчă шкул коллективĕ, ăна ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламлатпăр, мĕн-пур ыррине сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика