АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕнче

23 марта 2018 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче

Виçĕмкун Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева ертсе пыракан ушкăн пулчĕ Тăвай енре. РФ Пенси фончĕн республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ Валерий Николаев, “Чăваш наци музейĕ” бюджетлă учреждени директорĕ Ирина Меньшикова, “Чăвашçăкăрпродукт” УАОн генеральнăй директорĕн çумĕ, “Шупашкарти элеватор” директорĕ Александр Дмитриев ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулма кăмăл турĕç.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвне сÿтсе явма, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президентне суйланине пĕтĕмлетме пухăнчĕç район администрацийĕн муниципалитет служащийĕсем.
-Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче сывлăх сыхлавне модернизацилемелли çĕнĕ çул-йĕрсене палăртрĕ. Медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси тата унăн пахалăхне ÿстересси Чăваш Республики тытса пыракан патшалăх политикинче тĕп вырăн йышăнать. Пирĕн республикăра медицина инфратытăмĕ лайăх аталаннă. ФАПсем, республикăн, федерацин пысăк технологиллĕ центрĕсем ĕçлеççĕ. “Мобильлĕ поликлиника” проекта пурнăçа кĕртсе 9 пин ытла ял çыннин, çав шутра 3 пине яхăн ачан сывлăхне тĕрĕсленĕ.
Президент сывлăх сыхлавĕ умне лартнă тĕп тĕллевсен шутĕнче - профилактика ĕçĕсемпе ытларах тимлесси. Сывлăха упрамалли тата вилĕм-рен сыхланмалли тĕп механизмсенчен пĕри - диспансеризаци, пĕлтĕр çапла 220 ытла пин çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. “Шкул медицини” проекта пурнăçа кĕртетпĕр. Цех медицинине те тимлĕх уйăратпăр. Пирĕн пурин те сывă пурнăç йĕркипе пурăнма тăрăшмалла, - калаçăва пуçăнчĕ информушкăн ертÿçи.
РФ Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕ- сене пурнăçа кĕртнĕ май республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, çынсен пурнăçĕн вăтам ĕмĕрĕн тăршшĕ ÿснине, 72 тата 72,73 çула çитнине палăртнă Светлана Ивановна. Вун икĕ уйăхра ку кăтарту 1,21 çул таран пысăкланнă. Республика историйĕнче ку аван цифра шутланать, çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри, Раççейре 16-мĕш вырăн.
Çынсен ĕмĕрĕн вăтам тăршшĕ ÿс- нипе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинче - 5-мĕш вырăнта, РФ субъекчĕсен йышĕнче вара - 26-мĕш.
Иртнĕ вырсарникун Раççей халăхĕ малашлăх çулне палăртрĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн-че Владимир Путиншăн Раççейри 56 миллион суйлавçă сасăланă - пĕтĕм йышăн 76,67 проценчĕ.
Путиншăн панă процентсен шучĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен улттăмĕш вырăнта - 77,29 процент. Республика шайĕнчи çак кăтарту Владимир Путиншăн унчченхи суйлавра панă сасăсен шутĕнчен пысăкрах.
“Раççей халăхĕ тăнăçлăхшăн, ачасен пуласлăхĕшĕн сасăларĕ”, - тенĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав тунă май. Вăл Владимир Путин командинче вăй парса ĕçлемеллине асăннă. Умри тĕллевсем - чухăнлăх шайне чакарасси, çынсен тупăшне çĕклесси, экономикăна аталантарасси.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Тăвай енри суй-лавçăсен активлăхне палăртнă. Районти 9388 çын (94,48 процент) суйлава хутшăннă. Район территорийĕ-нче Владимир Владимирович Путин çĕнтернĕ. Уншăн пурĕ 7669 суйлавçă (81,69 процент) сасăланă.
Çавăн пекех Владимир Алексеевичпа Светлана Ивановна “Хальхи обществăри архивсен пĕлтерĕшĕ” ятлă çавра сĕтеле те хутшăннă, ыйтусем çине хуравланă. “Чăваш наци музейĕ” бюджетлă учрежденин директорĕ Ирина Меньшикова та пулнă ку мероприятире.
Унтан вĕсем “Аль” спорткомплексра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, район администрацийĕн пуçлăхĕн куçса çÿ- рекен Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан волейболистсен турнирне уçнă.
Информушкăнăн ытти членĕсем Элпуç тата Тушкил ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурăнакансемпе калаçусем йĕркеленĕ, ыйтусене хуравланă.
-Пĕрлехи информаци кунĕ Тăвай енре хаваслă лару-тăрура, туслă атмосферăра иртрĕ, - пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен сывлăх сыхлав ми-нистрĕн çумĕ Светлана Ананьева.
Çавăн пекех кайран район администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче панă ыйтусене контроле илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика