23 марта 2018 г.
Çĕршыв правительстви Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене хушма укçа-тенкĕ уйăрса пама йышăну тунă. Федераци центрĕн пулăшăвĕпе 2018 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме пăхнă. Регионсене уйăракан дотацисен пĕтĕмĕшле сумми 20 млрд. тенкĕпе танлашать. Чăваш Республики чи пĕчĕк ĕç укçи виçине 11163 тенке çитерме 174,5 млн. тенкĕ илет.
Асăннă хушма укçа-тенкĕне шута илсе, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн ĕç укçи тÿлеме каякан тăкакĕсем кăçал 19 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашĕç, ку вăл 2017 çулхинчен 2,3 млрд. тенкĕ е 14 процент пысăкрах.
Аса илтеретпĕр, чи пĕчĕк ĕç укçин виçине ?МРОТ/ пурăнмалăх укçа-тенкĕ шайĕпе танлаштарас пирки иртнĕ çул вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçару тунăччĕ. Вăл хушу панипе 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçи виçи 21,7 процент ÿснĕ, 9489 тенке ?ĕçлеме пултаракан халăхăн пурăнмалăх укçа-тенкин 85 процентне/ çитнĕ.
2018 çулхи мартăн 7-мĕ-шĕнчи ФЗ-41№-лĕ Федераци законĕпе килĕшÿллĕн чи пĕчĕк ĕç укçи виçи 2018 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен тата 17,6 процент ÿснине пула пурăнмалăх укçа-тенкĕ шайĕпе - 11163 тенкĕпе - танлашать. Çапла майпа чи пĕчĕк ĕç укçи виçи 2017 çулхи шайран 43,1 процент пысăкланать.
Чи пĕчĕк ĕç укçи виçине пурăнмалăх укçа-тенкĕ шайĕ-пе пĕрешкел тума йышăнни халăхăн чи хÿтлĕхсĕр пурăнакан сийне ырă витĕм кÿрĕ.
Унччен палăртнăччĕ ĕнтĕ, 2018 çулта федераци бюджетĕнчен Чăваш Енĕн бюджетне саплавсăр укçа-тенкĕ 20 млрд. тенке яхăн килессе планлаççĕ, ку вăл 2017 çулхинчен 2,7 млрд. тенкĕ е 15,8 процент нумайрах пулĕ.
Çĕршыв Правительстви регионсене укçа-тенкĕ парса пулăшма хушма йышăну тунине шута илсен, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕсен пĕтĕмĕшле сумми кăçал 58,2 млрд. тенкĕпе танлашĕ, çакă вăл 2017 çулхинчен 6,2 млрд. тенкĕ е 12 процент нумайрах.
Çапла, сăмахран, вĕренÿ сферине аталантарма 2018- 2019 çулсенче Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 1,3 млрд. тенкĕ ытла хушма укçа уйăрса параççĕ, çав шутран 2018 çулта - 820 млн. тенкĕ-не яхăн, 2019 çулта - 510 млн. тенкĕ ытла. Ку укçа-тенкĕне 2 çултан пуçласа 3 çулчченхи ачасене ача сачĕ-сенче хушма вырăнсем туса пама яраççĕ.
Сывлăх сыхлавне аталантарма 2018 çулта федераци бюджетĕнчен 240 млн. тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ. Çакăн пысăк пайĕпе ?117 млн. тенкипе/ ача-пăча поликлиникисен пурлăхпа техника никĕ-сне çирĕплетме усă курĕç. Обязательнăй медицина страхованийĕн Территорири фончĕн укçи-тенкине те шута илсе 2018 çулта сывлăх сыхлавне 18 млрд. тенке яхăн укçа-тенкĕ е умĕнхи çулхипе танлаштарсан 16,3 процент нумайрах параççĕ.