АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче ырă çынсемсĕр мар

20 марта 2018 г.

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне халалласа Чăваш Республикинчи ĕçпе социаллă хÿтлĕх министерствин “Халăха социаллă хÿтлĕх паракан районти центрĕ” бюджет учрежденийĕ “Тĕнче ырă çынсемсĕр мар” акци йĕркеленĕ.
Ку мероприяти çынсене ырă кăмăллă пулма хистет. Ырă ĕç тăвакансемпе вĕсен организацийĕсене халăха социаллă хÿтлĕх паракан центрпа çыхăну тытма сĕнет. Опекăра тăракансене пăхма пулăшмалла, пушă вăхăтне савăнăçлă йĕркелемелле, уçăлса çÿремелле, вĕрентмелле тата аталанма пулăшмалла. Центрта ĕçлекенсен опекăри çынсен çурчĕсене тирпей-илем кĕртме, тасатма та тивет, ку ĕçе хутшăнсан та аван. Пулăшу кĕтекенсем хăйсем те ырă ĕç тăвакансене хаваспах йышăнасса шанас килет. Чунтан калаçасшăн, мĕн те пулин пĕлесшĕн, пурнăç ответлăхĕн опычĕпе паллашасшăн опекăрисем. Обществăшăн кирлĕ ĕç тăвасси - пурнăçăн чăн-чăн шкулĕ, çамрăксен политикипе те çыхăннă вăл. Районта пурăнакансене аслă ăрури çынсемпе, пĕччен пурăнакансемпе питĕ тимлĕ пулма сĕнес килет.
Хăйĕн ыйтăвĕсене хăй тĕллĕн татса парайманнисене канлĕ ватлăхпа тивĕçтерекенсем юнашар çук пулсан, вĕсене пулăшма васкамалла. Е телефонпа 2-12-86, 2-15-38 номерсемпе халăха социаллă хÿтлĕх паракан центра шăнкăравласа пĕлтермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика