20 марта 2018 г.

“Пĕчĕк коллективпах пысăк ĕç тума тăрăшаççĕ “Коммунальникпа” УК “Янтиковская “ обществăсен ĕçченĕсем”, - терĕ Ю.А.Ефимов ертÿçĕ. Вăл çак тытăмра нумай çул тăрăшакан Иван Петров, Иван Никитин, Николай Юсов, Станислав Алексеев, Александр Павлов, Владимирпа Виталий Араповсемпе, Владимир Моисеев, Александр Алексеев, Григорий Чернов ĕçченсене, Николай Егоров экономиста, Людмила Осипова бухгалтера тата ыттисене ырăпа асăнчĕ.
Ĕç ăнăçлăхĕнче Любовь Лисова тĕп бухгалтерăн (сăн ÿкерчĕкре) тÿпи те пĕчĕк мар. 2011 çултанпа вăл çак яваплă ĕçре. Çынсене ĕç укçине вăхăтра парса пыни, налуксен тÿлевĕсемпе татăлса пынине асăнчĕ вăл. Любовь Петровна ЖКХ сферинче ĕçлеме пуçличчен райпора тата ытти яваплă ĕç участокĕсенче вăй хунă, вырăнти тата Раççей шайĕнчи наградăсене тивĕç пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 38 çула яхăн унăн. Кăçал “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ятпа чысланă Л.Лисована. Вăл коллектив пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатса пырас, картишсен территорийĕсене, ялсене хăтлăлатас тĕлĕшпе чылай тимленине, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла тата та ÿсĕмлĕрех вăй хумаллине палăртрĕ.