АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен ватăлма вăхăт çук

20 марта 2018 г.

Тăвай ялĕнче пурăнакан Александра Петровна Григорьева ?Шишова/ сĕннипе ветерансем ташлама вĕренме те кăмăл турĕç. Çулĕсем пур пулин те, ватăлма вăхăт çуккине палăртрĕç çапла.
“Малтан эпир утма, тĕрлĕ хусканусем тума хăнăхрăмăр. Паянхи кун пирĕн ушкăнра - 20 çын, тепĕр чухне 28 çын та пулать. Занятисем пуçлансанах, 15-20 минут хушши хусканусем туса, шăмшаксене çемçететпĕр, чупатпăр, сикетпĕр тата ытти те. Пĕр уйăх иртсен ташă хусканăвĕсене вĕренме пуç-ларăмăр”, - калаçăва пуçăнчĕ ташăçăсен кружокĕн ертÿçи В.Александрова.
Маттур хĕрарăмсем, хăшĕсем пĕр-икĕ хут кăтартсанах епле тумаллине асра хăвараççĕ. “Краковяк”, “Сиртаки”, “Семь сорок” тата ытти ташăсене вĕрентĕмĕр те кĕске тапхăрта.
Эрнере пĕр хутчен, юнкун, 13 сехет те 30 минутра пуçтарăнатпăр. Кăмăл тăвакансене хамăр йыша хушăнасса кĕтетпĕр. Ушкăнри хĕрсем - районти чи сумлă, хисеплĕ, сăпайлă çынсем. Вĕсем Тăвайри культура çуртне юрлама, “Надежда” клубри занятисене те çÿреççĕ.
Александра Петровнана ыттисене тĕрлĕ ташша юратма вĕрентесси тахçантанпах канăç паман. Ташă сывлăхшăн питĕ усăлли пирки ăнланнă вăл канмалли çуртсенче пулнă тата сывлăх сыхлавĕн министерствинче ĕçлекенпе калаçнă хыççăн.
А.Григорьева хăйĕн ĕмĕрне шкул ачисемпе ирттернĕ, ти-вĕçлĕ канура та питĕ тимлĕ вăл. Унăн аллисенче - яланах тĕрлĕ кирлĕ хут. Ташăçăсен занятийĕсене çÿрекенсен çуралнă кунĕсене хăйне евĕрлĕ илĕртÿллĕ тума тăрăшать хĕрарăм, пĕчĕк парнесемпе савăнтарма та май тупать.
“Манпа пĕрле вĕреннĕ хĕ-рсем халь чылайăшĕ çак енĕпе ĕçлеççĕ. Красноярск, Мускав хулисенче, республикăри ытти районсенче йăва çавăрнă вĕсем. Туслă çыхăнăва çирĕплетсех пыратпăр çапла. Пĕрле ташлама вĕренсе, тĕрлĕ хусканусем туса сывлăха çирĕп-лететпĕр”, - тет ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Александрова.
Ташăçăсен кружокне ытти ялсенче пурăнакансене те йыхравлаççĕ. Палăртнă кун “Аль” спорткомплексра хаваспах кĕтеççĕ çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлисене. Хускану пурнăçа тăсать, тенĕ ватăсем. Эппин, самантпа усă курса, сывлăхшăн тăрăшар пурте.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика