АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста алăллă хĕрарăм

20 марта 2018 г.

Ăста алăллă хĕрарăм

Кунĕпе ларма-тăма пĕлмест чăваш хĕрарăмĕ. Хĕвелпе пĕрле тăрать те, таврана тĕттĕм чаршав карса иличченех ура çинче. Хăйсем валли апат хатĕрлеме, картишĕн-чи выльăхсене кунĕпе 2-3 хут апатлама, кил-çурта тирпейлеме, телерадиопередачăсемпе, хаçат-журналпа паллашма, кирлĕ пулсан япаласем çума, алса-нуски çыхма тата ытти ĕçсене тума та ĕлкĕ- рет.
Хĕллехи вăрăм каçсенче вара хĕрарăмсем ал ĕç тăвассипе ытларах кăсăкланаççĕ, пĕринчен тепри лайăхрах, илĕртÿллĕрех япаласем ăсталассишĕн ăнтăлаççĕ. Вĕсенчен пĕринпе, Элпуç ялĕнче пурăнакан Галина Петровна Григорьевапа паллаштарасшăн вулакансене хальхинче.
_Тăваттăмĕш класра вĕ-реннĕ чухне юратнă анне, Фаина Матвеевна Матвеева, ал ĕç тунине сăнама юрататтăм. Алса-нуски çыхнă чухне юнашар пырса лараттăм. Мана та çыхма вĕрент-ха, теттĕм. Хĕрĕм, эс маттур, тимлĕ пăхса лар та, хăвах хăнăхăн, сĕнетчĕ анне. Çапла вăл çыхнине пăхса ларсах нуски кĕллине тума хăнăхрăм. Виçĕ хĕр пулнă эпир çемьере, эпĕ вăталăххиччĕ. Çип арлама, пĕтĕрме, тĕрлĕ тĕссемпе çыхма, тĕрлеме хăнăхрăм çулсем иртнĕ май, _ калаçăва пуçăнчĕ ялти ал ĕç ăсти Галина Григорьева.
Тăрмăшра, 1958 çулхи юпа уйăхĕнче çутă тĕнчене килнĕ вăл. Ялти шкулта сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри училищĕре ятарлă пĕлÿ илнĕ хĕр. Документлă пулса тăрсан районти “ПМК_400” организацире штукатур-малярта тăрăшма тытăннă, хастарлăх кăтартса тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă. “Сасă уçăччĕ те, Канашри автовокзалта дикторта та ĕçлесе пăхрăм пĕр вăхăт”, _ сăмахне малалла тăсать хĕрарăм.
Тăвайри вăтам шкулта 11 çул тасалăхшăн тăрăшнă каярахпа Галина Петровна.
Элпуç каччи, Канашри пушар хуçалăхĕнче ĕçлекен Виталий Сергеевич, куç хывнă Тăрмăш пикине. Каярахпа вĕсем çемьеленнĕ. Виçĕ ача кун çути кăтартнă вĕсем, иккĕшĕ пурăнаççĕ. Надя аслă пĕлÿллĕ, çемйипе Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнать. Сергей Шупашкарта йăва çавăрнă. Григорьевсем тăваттăмĕш мăнукĕ ырă-сывă çураласса кĕтеççĕ.
Элпуçĕнче çирĕп кил хуçалăх çавăрнă туслă мăшăр. Хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пынисĕр пуçне Галина Петровна ялти библиотекăри “Ал ĕç ăсти” кружокпа туслă çыхăну тытать. Р.Цыкляева, М.Федорова тата ытти хĕрарăмсене хăйĕн ăсталăхне хăнăхтарма та вăхăт тупать вăл. “Çекĕлпе питĕ хăвăрт çыхатăн эс”, _ тесе тĕлĕнеççĕ ун маттурлăхĕн-чен ялти ăстаçăсем. Минтер пичĕ, сак сарми, чĕрчун кĕлетки тата ытти япаласене самантрах хатĕрлет харсăрскер. Тăвай ялĕнчи ал ĕç тăвакансемпе тĕл пулать вăл, вĕсен пултарулăхĕпе интересленсех паллашать Элпуçĕн-чи Г.Григорьева.
Районта иртнĕ “Женщина ХХI века” конкурсра Хисеп грамоти илме тивĕçлĕ пулнă ĕçчен алăллă хĕрарăм. Хальхи вăхăтра ăсталăхне çирĕп-летсех пырассишĕн тимлет кил хуçи арăмĕ, тепĕр чухне Тăвайри “Искуссница” кружок занятийĕсенче те пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика