АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлма вăхăт çук

17 марта 2018 г.

Ватăлма вăхăт çук

Валентина Дмитриева - “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсенчен чи асли. Вăл кăçал 78 çул тултарчĕ, ăна эпир фольклор ушкăнĕпе кайса саламларăмăр, вăрăм кун-çулпа пĕрле çирĕп сывлăхне те сунтăмăр. Пирĕнпе пĕрле ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Николаева та пычĕ, Валентина Андреевнана (сăн ÿкерчĕкре: малти ретре варринче) чысласа нумай ăшă сăмах саламларĕ.
Ал-ури çыпăçуллă юрă-кĕвĕпе туслă хĕрарăмăн. Уявсенче çулленех кăпăклă сăрипе сăйлать ял халăхĕпе хăнасене. Кăмпăрчăкне (хворостне) те пĕçерме ÿркенмест праçниксенче, пысăк чашăкпа туп-тулли пĕçерсе килет те: “Пурин валли те çиттĕр”, - тет маттурскер. “Бабуля” тесе чĕнетпĕр эпир ăна хисеплесе. Çав тери правур та сатур пирĕн Валентина Андреевна. Вăрмана кăмпа-çырлана кайма кăмăллать. Кÿршĕ-аршăсене пулăшма та вăхăчĕ тупăнать. Ачасем те питĕ юратаççĕ ăна, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупать вăл. Юрра-ташша ăстаскер çамрăксене те вĕрентсе пырать, ăнлантарать.
Пурнăçĕ пит çăмăл пулман унăн. Вăрçă пуçланнă чухне çулталăкра çеç пулнă. “Аттене курман, карточка тăрăх çеç пĕлетĕп”, - тет вăл куççуль витĕр. Ашшĕ учительте ĕçленĕ: ялти шкулта, ытларах - Енĕш Нăрваш ялĕнче. Вăрçă пуçланиччен кăшт маларах салтака каять те вăрçă вутне унтанах кĕрет, пĕр çапăçура пуçне хурать. Амăшĕ виçĕ ачипе юлать. Мĕн тери йывăр вăхăтсем пулнă çемьешĕн. Выçăллă-тутăллă пурăннă, çапах чăтнă, тÿссе ирттернĕ.
Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ Валентина, мĕн хушнине яланах тĕплĕ тума тăрăшнă.
-Яланах шутлаттăмччĕ, эпĕ мар-тăк, кам-ха вара тесе; - тет Валя аппа. Ытларах колхозра ĕçленĕ, вăтăр çула яхăн Тăрмăшри сортучасток бригадинче тăрăшнă. Э.Ушаковпа В.Сидоров кăларнă “Госсортучасток. Детский сад. Из истории села Турмыши” кĕнекинче Валя аппа çинчен ырă сăмахсем çырăннă. “Валентина Андреевна Дмитриева яланах ĕçчен те ответлă работник пулнă, чи кăсăклă участоксене ăна шанса панă”, - аса илнĕ вăл вăхăтра ертÿçĕ-ре тăрăшнă Г.В.Степанова.
Ял каччипе Николай Дмитриевпа çемье çавăрса кил-çуртне хăпартнă, виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă. Ывăлĕсем пурте хĕсметре пулнă. Шел те, вăтам ывăлĕн Сашăн ĕçлеме кайсан сарăмсăр татăлнă пурнăçĕ. Мĕн чухлĕ кулянман пулĕ амăшĕн чĕри; Икĕ ывăлĕ çемьеленнĕ, хĕрĕ те качча кайнă, мăнукĕсем савăнтараççĕ кинемине. Аслă ывăлне Юрике районта та чылайăшĕ пĕлет. Арăмĕпе Тоньăпа чечексемпе тивĕçтерсе çынсене савăнтараççĕ. Килĕнче питĕ пысăк теплицăра тата ялти ĕне фермин пĕр витинче те вĕсене лартса ÿстереççĕ, ялтан çеç мар районтан та, Канашран та килеççĕ вĕсем патне чечексем илме. Паллах, ачисем те, Валентина Андреевна та пулăшаççĕ вĕсене.
“Тăрмăш” ушкăнра çавăн пек маттур та хастар чăваш хĕрарăмĕ пурришĕн питĕ савăнатпăр, малашне те пирĕнпе пĕрле юрласа-ташласа çÿреме сывлăх сунатпăр.
“Ватăлма вăхăт çук санăн, пирĕн юратнă Бабуля!” - тетпĕр эпир ăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика