17 марта 2018 г.
Ăшă кунсем çитсе пынă май çулленех çуркуннепе юрату тата илемлĕх праçникĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ кăçал та яланхи пекех кĕтнĕ савăк уяв пулчĕ. Унăн илемĕпе илĕртÿ-лĕхĕ - хĕрарăм. Шăпах хĕрарăм - пурнăç малашлăхĕпе символĕ, çемье вучахĕпе телейне упракан, çывăх çыннисемпе тăванĕсене хăйĕн тимлĕхĕпе тата çепĕçлĕхĕпе çупăрласа-çураçтарса тăракан. Çĕр çинче, пурнăçра мĕнпур ырри хĕрарăма юратма пĕлнипе тата юратнипе пулса пырать. Хĕрарăма юратма пĕлекенсем телейлĕ.
Чăвашстат даннăйĕсем тăрăх, пирĕн Чăваш Республикинче январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 658 пин хĕрарăм пурăннă, çав шутран 422 пинĕ хулара, 236 пинĕ яллă вырăнта тĕпленнĕ. Ĕç ÿсĕмне çитеймен çамрăк хĕрсен тÿпи - 18 процент, ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри хĕрарăмсем - 50, çакăнтан аслăраххисем - 32 процент. Чăваш Енри хĕрарăмсен паянхи вăтам ÿсĕмĕ - 41,8 çул.
Ÿсĕмĕпе 15 çултан пуçласа 35 çулчченхи хĕр-хĕрарăмсем пĕчченлĕх-пе тунсăхламĕç, мĕншĕн тесен 964 хĕрарăм пуçне 1000 арçын тивет. Уйрăмлăх 37 çултан палăрма пуçлать, ку ÿсĕмри 1000 хĕрарăм пуçне 996 арçын кăна тивме тытăнать. Ÿсĕмĕпе 75 çултан пуçласа уйрăмлăх икĕ хут е ытларах та палăрать. Пĕтĕмĕшле илсен вара республикипе кашни 1000 арçын пуçне 1139 хĕрарăм.
Хĕрарăм телейне тулли тума пулăшаканни - пурнăçра юратакан, шанчăклă та вăйлă юлташ пурри. 2017 çулта ЗАГС органĕсенче 7170 мăшăр пĕрлешнĕ. Çураçнă хĕрсен 76 проценчĕшĕн мăшăрлану пĕрремĕш пулнă. Ытларах 20-24 çулсенчи хĕрсем çемьеленеççĕ (ку вăл мăшăрланнисен 34 проценчĕ чухлĕ), ÿсĕмĕпе 25-29 çулсенче 28 проценчĕ, 30-34 çулсенче 14 проценчĕ çемье çавăраççĕ.
Амăшлăх - хĕрарăма пÿрнĕ тивĕçлĕх, унăн пурнăçĕнчи питех те яваплă тапхăр. Республикăра мĕнпур хĕрарăмран 44 проценчĕ - ача çуратмалли ÿсĕмре (15-49 çулта), вĕсенчен 45 проценчĕ - пикенсех ача çуратмалли ÿсĕмре (20-34 çулта). 2017 çулта Чăваш Енре пурĕ 7,1 пин арçын ача тата 6,8 пин хĕрача çуралнă. Шел те, хĕрачасем çут тĕнчене сахалрах килнĕ: тин çуралнă кашни 100 принцесса пуçне 104 çамрăк принц кун çути курнă. Пурĕ пĕрле 14 пине яхăн çамрăк ача çуралнă. Вĕсенчен 5,1 пинĕ - пĕрремĕш ача, 5,9 пинĕ - иккĕмĕш, 3 пине яхăн - виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем. Амăшĕн ача çуратнă чухнехи вăтам ÿсĕмĕ 28,6 çулпа танлашать.
Çакăнпа пĕрлех хĕрупраçпа хĕра-рăмсем халăхăн экономикăри хастар ушкăнĕ пулса тăраççĕ. 2017 çулхи ĕç вăйĕсене тишкернинчен 290 пин ытла хĕрарăм ÿсĕмĕпе 15 çултан пуçласа ĕçлени паллă. Çав вăхăтрах ĕçсĕрлĕх шайĕ хĕрарăмсем хушшинче 4,3 процент пулнă. Хулари хĕрарăмсен вăл пысăкрах (4,9 процент), ялтисен - 3,2 процент. Арçынсемпе танлаштарсан, хĕрарăмсем хăна çурчĕсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче (86 процент), сывлăх сыхлавĕпе социаллă услугăсен сферисенче (83 процент), вĕрентÿре (79 процент) ытларах ĕçлеççĕ. Вĕсен тÿпи çавăн пекех финанспа страхлав, культурăпа спорт, кану сферисенче те самай пысăк (76-73 процент таран). Хĕрарăмсем çавăн пекех наукăпа техника, суту-илÿпе техника юсавĕ, информатикăпа çыхăну енĕпе те чылайăн вăй хураççĕ.
Хĕрарăмсем пирĕн пурнăçăн çуткăчĕ-пе чечекĕ, тăнăçлăхĕпе телейĕ, малашĕпе çепĕçлĕхĕ пулнă май, вĕсене эпир яланах ăнăçусем, çирĕп сывлăхпа тулли ăраскал сунатпăр. Пирĕн, арçынсен, хĕрарăмсем тивĕçлĕ те савăк пурăнччăр тесе тăрăшмалла