17 марта 2018 г.

Çурхи уяв кунĕнче Енĕш Нăрвашри çамрăк асанне- кукамайсем шоу-конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. “Эфиле” тупăшура чиперккесем çуркуннехи савăк кăмăл-туйăмĕпе куракансене хавхалану кÿчĕç. Хăйсемпе паллаштарса, тутлă апат-çимĕçсен вăрттăнлăхĕ-сене уçса пачĕç вĕсем. Сцена çине сăпка илсе тухсан конкурсанткăсем кăшт çухалса та кайрĕç пулĕ. Кашнийĕнех макăракан мăнукĕсене чĕркесе вырттарса, сăпка юрри юрласа лăплантарма тиврĕ.
Кăçал Чăваш Енре И.Я.Яков- лев çулталăкĕ пулнă май, “Килти театр - мăнукăм валли” конкурс питех те кăсăклă иртрĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн ача-пăча валли çырнă калавĕсемпе юмахĕсем тăрăх инсценировкăсем лартса памалла пулчĕ. “Чее тилĕ”, “Лаша шырани”, “Кулачă”, “Автан тус”, “Ĕнепе качака таки”, “Йăлăнтарни” хайлавĕсенчи сăнарсене пурте чăн-чăн артистла кăларчĕç.
Юрласа-ташласа та, хăйсем çырнă сăввисене вуласа та, ал ĕçĕсене кăтартса та пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç хĕрарăмсем. Жюри членĕ-сем - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.А.Егоров, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, РСФСР çут ĕçĕн отличникĕ М.Д.Арестова, “Арман” кафе-бар пуçлăхĕ М.А.Васильева ?вăлах уяв спонсорĕ/, суту-илÿ ĕçĕн ветеранĕ Н.П.Чернова - конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, пĕр шухăшлăн “Супер асанне-2018” ята Тăвайри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учительници Галина Алексеевна Степанова тивĕçнине пĕлтерчĕç.
Ытти номинацисенче те çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç: Татьяна Пурш - чи ĕçченни, Светлана Иванова - чи талантли, Алевтина Федорова - чи пултарулли, Надежда Никитина - чи илĕртÿлли, Манефа Моисеева - чи типтерли.
Пурне те парнесемпе чечек çыххисем парса хавхалантарчĕç.
Уяв ячĕпе ялти ветеран-сен канашĕн ертÿçи З.В.Ге-расимова саламларĕ, “Тĕ-пел”, “Солнышки” ушкăнем, Н.Петровапа Т.Кузнецова юрăçсем, шкул ачисем хăйсен илемлĕ номерĕсемпе, В.Ефимов ертсе пыракан конкурса илемлетрĕç. З.Мижеевапа Е.Кузнецова йĕркеленĕ алĕç куравĕ те пуянлатрĕ уяв каçне.