АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тушкил вĕренекенĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ

17 марта 2018 г.

Тушкил вĕренекенĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ

Çак кунсенче Шупашкар хулинчи 62-мĕш номерлĕ шкулта республикăри “Шырав” наукăпа практика конференцийĕн юлашки турĕ иртрĕ. Мероприятие Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви çумĕнчи çамрăксене çарпа патриотла воспитани паракан тата граждансене çар службине хатĕр-лекен “ЮНИТЭКС” центрĕ йĕркеленĕ. “Шырав” конференцин юлашки тапхăрне Тушкилти вăтам шкултан виçĕ ача хутшăнма тивĕç пулчĕ. Вĕсен шутĕнче А.Храмов (7 класс), Д.Александров (9 кл.) тата А.Терентьев (10 кл.). Асăннă ачасем пурте тăрăшса хатĕрленчĕç. Ĕçсене хÿтĕ-ленĕ чух сумлă жюри членĕ-сен пысăк хакне тивĕçрĕç. Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: “Тĕрлĕ материалсемпе ĕçлесси” секцинче А.Храмов пĕрремĕш, Д.Александров виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç, “Техника моделĕсем ăсталасси” секцинче А.Терентьев “Чи лайăх ĕçшĕн” диплома тивĕçрĕ. Вĕренекенсене асăннă шкулта технологи предметне вĕрентекен, аслă категориллĕ учитель В.А.Петров хатĕрленĕ.
Сăмах май, нумай пулмасть вуннăмĕш класри А.Терентьев (сăн ÿкерчĕкре варринчи) Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен технологи предмечĕн олимпиадин регионти тапхăрĕнче призер пулса тăнăччĕ. Çамрăк ку хутĕнче те Шупашкартан пысăк хавхаланупа, малашлăхра тĕрлĕ мероприятисене татах та ăнăçлăрах хутшăнас кăмăлпа таврăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика