АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăсăклансах паллашаççĕ

17 марта 2018 г.

Кăсăклансах паллашаççĕ

Кăçал, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăвашсене çутта кăлараканĕ, çур ĕмĕр çак ĕçре тăрăшнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет.
Тутарстанри Кăнна Кушки ятлă чăваш ялĕнче çуралса ÿс- нĕскер, Чĕмпĕрти гимназирен, Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе тăван халăха вĕрентсе çутта кăларас енĕпе тăрăшнă. 1868 çулта Иван Яковлев Чĕмпĕрте учительсем хатĕрлемелли шкул уçнă. Вăл чăн-чăн культурăпа çутĕç центрĕ пулса тăнă. Унта картина галерейи, краеведени музейĕ ĕçленĕ, симфони, вĕрсе каламалли тата хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрĕсем, виçĕ хор пулнă, кунтах тĕрлĕ спектакльсем лартнă. Мастерскойсем, ял хуçалăх ферми те пулнă шкулăн. 1871 çулта чăваш алфавичĕ йĕркелесе тăван чĕлхепе букварь пичетлесе кăларнă. Инспектор пулнă май И.Яковлев шкулсем уçассине мала хунă. Тăвайра тата Енĕш Нăрвашра та вăл уçнă шкулсем ĕçленĕ.
И.Я.Яковлева халалланă выставка уçăлчĕ нумаях пулмасть Ураскассинчи вулавăшра. Унти кĕнекесемпе тата альбомсемпе çитĕннисем те, ачасем те кăсăклансах паллашаççĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика