АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турăшăн та, сывлăхшăн та

17 марта 2018 г.

Аслă типĕн çурри ытла хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Раççей халăхĕн 75 проценчĕ хăйне православи тĕнĕнче тăрать тесе шутлать. Шутлани - пĕрре-ха, чăннипе вара; Хăйне христианин тесе шутлакансен 2-3 процентне яхăн кăна куллен чиркĕве çÿрет. Ытларахăшĕ вара Турă çуртĕнче çулталăкра 2-3 хутран ытла пулмасть. Вĕсене чиркÿре ытларах Мăнкунта, вилнисене ратитлĕре асăнтарнă чухне тата Турă шыва кĕнĕ вăхăтра çветтуй шыва илме пырсан куратăн. Çапла шутлакансем те пур: “Çынна вĕлермен, çаратман, ясар ĕç туман, апла-тăк çылăха та кĕмен. Турă пирĕн чунра пулни те çителĕклĕ”. Кусем лайăх тейĕпĕр, анчах çителĕксĕр. Таса Çырура ?Евангелире/ акă мĕнле каланă: “... ÿт чунсăр мĕнле вилĕ, ĕненÿ те ырă ĕçсемсĕр çавах” ?Иак. 2:26/. Ĕненÿсĕр Турра юраймăн, ĕненмесен чун аталанăвĕ пирки калаçнин те усси çук. Ĕненÿ вара пирĕн ĕçсем урлă палăрать: ырă ĕçсем пулмасан, ĕненÿ те çук. Ылтăн Çăвар ?Златоуст/ Иоанн мĕнле вĕрентет-ха: “ Ырă ĕçсем тумастăн пулсан, тĕне кĕнипе Турра ĕненни кăна чуна çăлма çителĕксĕр”. Çÿлти патшалăха лекес, чуна çăлас тесен, ырă ĕçсем ытларах туса ĕлкĕрме, май пур таран Турă пек пулма тăрăшмалла. Çĕр çинчи пурнăçăн тĕшши çавăнта.
Ÿт пиçĕлĕхĕ, çăмăл та вăр-вар пуласси çын куллен вăй-хал хăнăхтарăвĕсем тунинчен нумай килет. Спортпа туслă е вăрах вăхăт вăй-хал парса ĕçлекен хăйне вăйлăрах та аванрах туять, вĕсем сахалрах чирлеççĕ. Çутçанталăк законĕсем Турă законĕсем пекех ?вĕт çутçанталăка Турă тунă/. Чуна аталантарас-тăк, пурнăç ырăлăхĕсенчен пăрăнса, хăвна чаруллă, хытă тытма ?аскетла/ тивет. Çапла пулни пире çылăхсенчен тасалма, вĕсенчен пăрăнма пулăшать. Аслă типĕ шăпах ÿт-пе те, чунпа та тасалмалли, Турă умĕнче çылăхсемшĕн ÿкĕнмелли тапхăр пулса тăрать. Вăрах вăхăт типĕ тытма, куллен кĕлĕ тума кашни çын пултарайрас çук. Çавăнпа чиркÿ ÿт-пĕве халсăрлатма та, вăя парса ĕçлеме те майсем туса панă. Килти пĕр чĕрчун та ирĕкри чĕрчун пек хитре те ĕлккен, çыпăçуллă пулайрас çук. Мĕншĕн тесен ăна çутçанталăк хăй çапла тăвать. Ирĕкри чĕрчунсемшĕн апатран тулăх ?çу кунĕсенче/ тата херĕп ?хĕлле/ вăхăтсем пулаççĕ. Этем те авал çапла пурăннă, унăн пурнăçĕ çулталăк вăхăтĕнчен, çанталăк условийĕсенчен килнĕ. Халĕ вара эпир, укçа пулсан, кăмăл туртакан кирек мĕнле çимĕçе туянма пултаратпăр: ашне те, сĕт-çуне те, вăлчипе пуллине те, панулмипе иçĕмне те. Çавах эпир вăй-халран та, чун хавалĕнчен те ĕлĕкхи çынсенчен нишлĕрех. Ĕлĕк апат-çимĕç хальхи пек тулăх пулман, укçи-тенки те çитсе пыман. Ĕçмелли-çимелли хальхи пек илпек чухне, çын хăйне хăй чарак пани Турăшăн та, сывлăхшăн та вырăнлă пулĕч- чĕ. Вĕт типĕ тытассине Турă хăй çирĕплетнĕ. Иисус Христос халăх хушшине тухиччен малтан пуш хирте 40 кун апатсăр пурăннă. Акă мĕншĕн Аслă типĕ те 40 куна пырать. Ун хыççăн, Христос пурнăçĕн юлашки кунĕ-сене асра тытма, хăрушă эрнен тепĕр 6 кунĕ.
Мĕншĕн кирлĕ-ха типĕ тытни; Вĕçĕм тутлă çиекен ытти çынсен пурнăçне туйма пăрахать, хăйĕн çылăхĕсене курми пулать, чунĕпе хытать. Чиркĕ-ве çын сахал çÿрени те çавнах çирĕплетет. Эпир чунпа пăсăлнă çынсем, тÿрленме те шутламастпăр. Урай таса маррине куракан кил хуçи арăмĕ ăна тасатмасăр, сĕрсе каймасăр тăма пултараймасть. Эпир вара хамăр чунри тасамарлăха курма пăрахатпăр, унран тасалма та шутламастпăр. Тасамарлăх, пылчăк вара пухăнать те пухăнать. Пирĕнтен нумайăшĕ паян 200-250 çул каялла кашни боярин тăхăнма пултарайман тумпа çÿрет, вĕсем çиеймен апата çиет, вĕсен вăхăтĕнче пулман хăтлăхра пурăнать. Хăш-пĕрисем отпускра ачисемпех урăх çĕршывсене кайса канаççĕ. Тем тĕрлĕ тум та пур хăш-пĕр çынсен. Тем таран тутлă çиеççĕ. Ĕлĕк уяв сĕтелĕ çине те халĕ куллен çиекен апата кăларма май пулман. Хырăм тутă, çи-пуç та питĕ. Ачасем те чиперех пек. Çавах та нумай-ши пирĕн хушăра телейлĕ çынсем; Иккĕленетĕп. Çынна вĕçĕм темскер çитмест, ăна ĕмĕр телей курмасăрах иртсе кайнăн туйăнать. Ăна кичем, пурте йăлăхтарса çитернĕ, йĕпхĕртет, вăл пурнăç тутине туймасть, унăн тĕсĕсене курмасть. Ун пек чухне пурнăç йĕркине улăштарса пăхмалла, вĕт типĕ тытни организма та, чун-чĕрене те сиплет. Çавах та сулнăка кĕрсе ÿкессинчен те сыхланмалла. Хăш-пĕр чирлĕ çынна типĕ тытма кансĕр, сывлăхне сиен кÿме пултарать. Ун пек чухне врачпа та, священникпе те калаçса пăхмалла. Паянхи кун типĕ апат-çимĕçпех тем тĕрлĕ сĕтел хатĕрлеме пулать. Ку енĕпе каллех тепĕр “анчах” пур. Типĕ апат вăл ашсăр, ĕне юр-варĕсĕр апат кăна мар, кунта апата хырăм урлă кайиччен çисе лартманни те кĕрет. Таса Аттесем мĕн каланине те асра тытар: “Типĕ вĕçленнĕ тĕле чĕркуççи вăйран чакман пулсан, типĕ тытнă теме пулать-и вара;” Типĕ вăхăтĕнче нумай енĕпе чарак пурри çинчен манмалла мар. Сăмахран, тарăхассинчен, вĕчĕрхенессинчен, çилленессинчен, харкашассинчен, çынна хурлассинчен, нумай калаçассинчен, ăмсанассинчен, телевизор умĕнче нумай ларассинчен, хĕрÿ туртăмсенчен сыхланма тăрăшмалла.
Типĕ тытни Турăшăн та, хамăр сывлăхшăн та пайталлă пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика