АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, маттур та-çке, тăвайсем

07 марта 2018 г.

Ай, маттур та-çке, тăвайсем

Раççейри хĕрарăм-предпринимательсен Ассоциацийĕн пуçарăвĕпе Чăваш Енре 2001 çултанпах “Хĕрарăм - лидер” конкурс ирттереççĕ. Унта экономикăпа социаллă сферăн тĕрлĕ облаçĕсенче вăй хуракан чи лайăх хĕрарăм-директорсем, ертÿçĕ-сем пĕрре кăна мар ырă тĕслĕх кăтартнă. Ку мероприятие çулленех ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, конкурс номинацийĕ-сем çĕнелсех пыраççĕ. Ĕçлекен хĕрарăм, çемьепе наци йăли-йĕркисене упракан хĕрарăм сумне ÿстерме пулăшать вăл.
Кăçал асăннă конкурсра “Хĕрарăм - çулталăкри чи лайăх ертÿçĕ”, “Чи лайăх çамрăк ертÿçĕ”, “Ял хĕрарăмĕ - предприниматель”, “Çемье ĕçĕ” номинацисем пулнă.
-Пирĕн район чысне “Тăвайри кооператив” потреб-обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ Татьяна Виталиевнапа уйрăм предпринимательте тăрăшакан Валентина Витальевна Обаськинасем лайăх шайра хÿтĕлерĕç, - пĕлтерет “Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ” обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Татьяна Иванова. Пуш уйăхĕн виççĕмĕшĕнче вĕсем Шупашкарти чыслава хутшăннă. Татьяна Виталиевна “Ял хĕрарăмĕ - предприниматель” номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, I степеньлĕ диплом илме тивĕçлĕ пулнă, Валентина Витальевна вара - III степеньлĕ диплома. Çĕнтерÿçĕ-сене савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, “Чăваш Енри ашшĕсен канашĕ” обществăлла организацин председателĕ Алексей Мурыгин саламланă.
Вулакансем асăрхарĕç пулĕ ĕнтĕ, маларах асăннă хĕрарăмсем пĕрешкел хушаматлă. Çапла, пĕр çемьери кинсем вĕсем.
Татьяна Виталиевна Вăтаялĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Тĕмерти вăтам шкултан лайăх вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти кооператив техникумне çул тытнă. Ятарлă пĕлÿ-пе тăван тăрăха таврăннă, райпора товароведра вăй хума пуçланă. Ĕçленĕ хушăра Шупашкарти кооператив институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ вăл. 2005 çулта ăна “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăри ĕçсене йĕркелесе пыма шаннă. Коллективри специалистсен ĕçлĕ пуçарăвĕсемпе конструктивлă сĕнĕвĕсене тĕпе хурса малаллах утать Т.Обаськина.
Татьяна Виталиевна - сывă пурнăç нормине пропагандăлакан ертÿçĕ. Шашка-шахматла выляма, винтовкăран пеме кăмăллать. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă.
Районти çăкăр пĕçере-кенсем те спортра ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ку общество районти массăллă мероприятисене çуллен хутшăнать, çăкăрпа булка изделийĕсен куравне тăтăшах йĕркелесе тавар туянакансен кăмăлĕпе интересленет. Шупашкарти ентешлĕх тата ытти уявсене, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса ăшă сăмаха пĕрре кăна мар тивĕçнĕ вĕсем.
Татьяна Виталиевна кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарать. Шанăçлă, çирĕп тĕллевлĕ, малалла ăнтăлакан ертÿçĕ. Унпа кирек мĕнле ыйтупа та калаçма пулать, вăл яланах пулăшать. Хăйĕн пĕлĕвĕпе опытне, организаторла пуçарулăхне ял çыннисен пурнăçне лайăхлатсах пыма усă курать.
Юратнă ĕçне аван пурнăçласа пынăшăн Т.Обаськинана чылай наградăпа чысланă, 2014 çулта ăна “ЧР халăх ыйтăвĕ-сене тивĕçтерекен сферăри тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă.
-Манăн пурнăç девизĕ - ăнăçу патне ăнтăлакан яланах çĕнтерет. Умри çула хаклас тесен, ун тăрăх утса ирт-мелле, - тет Т.Обаськина.
Мăшăрĕ, Вениамин Николаевич, шалти ĕçсен пайĕн-че вăтăр çул ытла вăй хурать, 2008 çултанпа йĕркелĕх хуралçисен коллективне ертсе пырать. Ывăлĕсем, Викторпа Николай, пĕлÿ патне ăнтăлаççĕ. Асли Чăваш патшалăх университетĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет, кĕçĕнни - ялти шкулта улттăмĕш класра, отличник.
Тăвай ялĕнче çуралнă Валентина Витальевна та нумай вăхăт хушши райпори суту-илÿре ырă тĕслĕх кăтартнă, тавар туянаканпа хăвăрт туслă çыхăну тытма пĕлнипе уйрăлса тăнă. Канашри финанс техникумĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ наградăсем те нумай унăн.
Хăйĕн пуçарăвне тĕпе хурса 2000 çулта уйрăм ĕçлеме тĕллев тытнă В.Обаськина, ваккăн сутмалли таварпа тивĕçтереççĕ вĕсем çынсене.
Пуçаруллă ертÿçĕ пулнине кăтартса панă вăл. Ĕçлес хĕрÿлĕхĕ унăн çăлкуç пек тапса тăрать. Хăюллă, креативлă шухăшсем сĕнме пултарать Валентина Витальевна, ĕç результачĕшĕн ответлăха аван туять. Хăйĕнпе пĕрле вăй хуракансене хисеплет, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе тăтăшах кăсăкланать. Вăл районта мероприятисем ирттерме те, спонсор пулса, пулăшать ялан. Спортсменсен командисене, ача-пăча коллективĕ- сене те манмасть.
Мăшăрĕ, Владислав Николаевич, шалти ĕçсен пайĕнче нумай çул тăрăшнă, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ пулнă, халĕ уйрăм предприниматель, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ. Аслă хĕрĕ, Ирина Владиславовна, ашшĕ çулĕпе кайнă, полицире следовательте ĕçлет, çемьеллĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕ хĕпĕртеççĕ халь мăнукĕпе. Вероника Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче улттăмĕш курсра наука тĕнчине штурмлать.
Республикăри конкурсра çитĕнÿ тунă Обаськинасене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламлатпăр, çăмăл мар ĕçĕсенче ăнăçусем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика