07 марта 2018 г.

Районти вăрăм ĕмĕрлĕ, сумлă кун-çуллă ватăсен ячĕпе Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕсем килсех тăраççĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсем фронтрисемпе танах тылра ырми-канми тăрăшса çĕнтерĕве çывхартнă. Вăрçă хыççăн юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă.
Акă, Çĕнĕ Пуянкассине Александра Ивановна Иванована 90 çулхи юбилейĕ ячĕпе саламлама хăнасем çитрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Данилов, райадминистрацин халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ Светлана Порфирьева, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен тата хĕрарăмсен районти совечĕсен председателĕ-сем Римма Гуринапа Татьяна Иванова çирĕп сывлăх, ăшă кăмăл-туйăм, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунчĕç. Президентăн Тав çырăвне вуласа пачĕç, парнесемпе савăнтарчĕç ĕç ветеранне.
“Юратнă анне, ырă кăмăллă асанне-кукамай, пурнăçăн анлă сукмакĕпе татах та сумлăн утма çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, пысăк хавхалану сунатпăр. Мухтанатпăр санпа, чунтан савăнатпăр. Эсĕ пирĕншĕн - пурнăç илемĕ, кăмăл уççи, ырă канашсемпе пулăшакан,” - терĕç çывăх çыннисем юбилейпе саламланă май.
Пурнăçĕ ансат пулман унăн. Çамрăклах ятарлă пĕлÿ илсе тракторпа ĕçлеме пуçланă. Нумай çул колхоз пахчинче вăй хунă. Кайран ферма ĕнисем валли миçе тонна сенаж, силос кăларман-ши; Пĕтĕмпех алă вĕççĕн ĕçленĕ. Ĕçне кура - чысĕ те, хисепĕ те. Тĕрлĕ тав хучĕсемпе “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ, ял-йышра чыс-сум çĕнсе илнĕ Александра Ивановна. Унăн пархатарлă та мухтавлă кун-çулĕ çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Мăшăрĕпе 4 хĕрпе 2 ывăл çуратса ÿстернĕ, пĕлÿ илме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ пурте çемьеллĕ, 6 мăнукĕпе тата 4 мăнукĕн ачисемпе савăнать ăшпиллĕ асанне-кукамай. Шел, мăшăрĕ 28 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Йывăр чире пула ывăлĕ ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Паллах, çак çухатусем чун-чĕрине чылай хавшатрĕç. Халĕ сумлă ветеран кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. “Эсĕ - пирĕн кил ăшши, кил хуралçи”, - теççĕ ачисем пĕрле пухăнсан амăшне тав туса. Сумлă çулта та аптрамасть-ха вăл, çулла пахчара кăштăртатать, чăх-чĕпсене апат парать, лавккана çăкăр илме çÿрет. Хаçат-журнал та вулать-ха. Район хаçачĕ килессе кĕтсех тăрать. Ăна кашни çулах хăй çырăнать.