АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле хĕле ăсатрăмăр

07 марта 2018 г.

Пĕрле хĕле ăсатрăмăр

Çăварнин йăли-йĕркисене çынсем паянхи кунччен упраса хăварнă. Ку авалхи уяв хĕле ăсатнипе пĕр килет. Районта пурăнакансем шăматкун йĕркелесе ирттерчĕç ăна. Хĕвеле аса илтерекен пĕлĕм пĕçерсе вĕри чейпе сăйларĕç пухăннисене. Ăшаланă пăрçа та пачĕç уяврисене, кăçалхи тырпул ăнса çитĕнтĕр тесе çиме сĕнчĕç.
Хаваслă кĕвĕ саланма пуç-ларĕ тавралăха 11 сехетре, культура ĕçченĕсем сцена çине тухрĕç.
Патша ?А.Захаров/ килĕн-че сивĕ пулнăшăн кăмăлсăр, ачхулатать, çакăн пирки вăл хĕрне ?Е.Семенова/ пĕлтерет, Ивана ?В.Ефимов/ кăмака хутма, çуркуннене тупса килме хушать.
Яка карчăк ?А.Алексеева/ хăй çуркунне пулнине ĕне-нтересшĕн, çакăн пирки суя справка та кăтартать. Ĕненмеççĕ ăна, хăваласа яраççĕ.
Çутă тĕслĕ, чечексемлĕ тумтир тăхăннă Çуркунне ?В.Абржина/ кĕрсе тăрсан, уява килнисен пит-куçĕ-сем те савăнăçпа йăлкăшма пуçларĕç.
Кĕçех Тăвайри культура çурчĕ умне вăрăм çÿçеллĕ, чечексемлĕ тутăрсем çыхнă хĕрарăмсем ташлама тухрĕç. Çуркунне таврана хавхалану, юрату, савăнăç, телей, ăшă сапалама пуçларĕ. Çынсем те ташлакансен йышне хушăнчĕç.
Уяврисене хĕле ăсатнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ. “Çăварни - çутă та ăшă уяв, унăн вăйĕ тĕрлĕ хăватпа пуян. Çак кун сирĕн кил-йышсенчен хуйхă-суйхă, çитменлĕхсем яланлăхах тухса кайччăр. Сирĕн пурнăç малашне паянхи пĕлĕм пек ăшă тата тутлă пултăр”, - терĕ Владимир Алексеевич.
Ял хуçалăх предприятийĕ-сем акана лайăх хатĕрленме пуçлани пирки палăртрĕ вăл. Удобрени, çунтармалли-сĕр-мелли материалсем, элитлă вăрлăх туянаççĕ ял хуçалăх работникĕсем. Кăçал пĕлтĕр-хинчен ытларах тухăç илессе шанни çинчен асăнчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
-Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, - тесе вĕçлерĕ вăл сăмахне.
Сивĕ çанталăка пăхмасăр уява тухнисем вырăнти артистсен пултарулăхĕпе паллашрĕç, тĕрлĕ вăйă-кулла хутшăнчĕç, конкурссенче тупăшрĕç.
Тăвай ен паттăрĕсем кире пуканĕ йăтрĕç. Алă вăйне кăтартасси ?армрестлинг/ те пулчĕ. “Автансем” пĕр-пĕрне пĕрене çинчен пăчкă кĕрпи тултарнă михĕсемпе çапа-çапа антармалла та вылярĕç пухăннисем, вĕрен туртрĕç. Волейболистсем, шахматистсем хăйсен маттурлăхне кăтартрĕç.
Хĕл хаярлăхне сĕвĕ- рĕлтерме ачасем те пулăшрĕç, сывлăшпа вĕртерсе хăпартнă тăвайкки çинчен ярăнса анчĕç, батут çинче çÿлерех те çÿлерех сикме тăрăшрĕç.
Хаваслă кĕвĕпе тÿпене те çутă сăн çапрĕ каярахпа, хĕвел пикенсех хăваларĕ шурă тĕслĕ пĕлĕтсене.
Уявра тĕрлĕ тавар сунчĕç сутуçăсем. “Тăвайри кооператив” потребобщество ĕçченĕ-сем яланхи пекех çăкăрпа булка изделийĕсен куравне йĕркеленĕ. Таврана тутлă шăршă саракан шашлăк та суту-илĕве кăларнă кооператорсем. Уйрăм çынсем те туянакансене, тĕрлĕ тавар сĕнсе, уява илем кÿчĕç. Сивĕ çанталăкра, сăмавар мăкăрланса, вĕри чейпе сăйланма йыхравларĕ.
Тăвайккисенчи сăнарсем çывăхне хăпаракансем те пулчĕç, вĕсем пĕрле сăн ÿкерттерчĕç.
Чир-чĕр кайтăр тесе Хĕл карчăкне çунтарчĕç, вăл çунса пĕтичченех сăнаса тăчĕç пурте, çапла вĕсем хăйсен çывăхĕнчен начар пулăмсене хăваларĕç.
Хĕле йышпа пикенсех ăсат-рăмăр, çуркуннене хаваспах кĕтсе илтĕмĕр. Кĕçех тавралăх тумне улăштарма пуçлĕ, ял хуçалăх ĕçченĕ-сем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика