АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăвай районĕн мисĕ” - Тăрмăшран

07 марта 2018 г.

Районта пурăнакансем, уйрăмах çамрăксем чăтăмсăр кĕтнĕ самант çитрĕ. Районти культура керменĕнче “Чи илемлĕ мисс-2018” конкурс тулли зал пухрĕ. Çавăнпа пĕрлех кунта хореографи коллективĕсен “Viva dance” районти конкурсĕ те иртрĕ.
Çĕнтерÿшĕн илемлĕх конкурсĕнче тĕрлĕ ял тăрăхĕсенчен вунă пике тупăшрĕ. Тăвайран - Валентина Красновапа Валерия Сысоева, Çĕнĕ Пуянкассинчен - Надежда Владимирова, Элпуçĕнчен - Татьяна Моисеева, Нÿшкассинчен Татьяна Федорова, Сăхăтпуçĕнчен - Кристина Исаева, Мучартан - Анна Шакшина, Енĕш Нăрвашран - Елизавета Никитина, Тăрмăшран - Валерия Матросова, Йăнтăрчăран - Диана Воробьева.
Уяв, йăлана кĕнĕ тăрăх, “Дефиле” конкурсран пуçланчĕ. Кĕвĕ çемĕпе хитре сăн-питлĕ, яштака кĕлеткеллĕ, илĕртÿллĕ тумлă пикесем йăл кулса, сцена çине тухрĕç. Ертсе пыраканĕ, клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕн директорĕ Арина Алексеева куракансене конкурсанткăсемпе паллаштарчĕ, унтан пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ ĕç-пуçпа ăсталăхне кăтартрĕ. “Визиткăпа” пултарулăх конкурсĕнче район пикисем хăйсен пултарнине, хăйне евĕрлĕхне туллин те кăсăклăн уçса пама тăрăшрĕç. Вĕсен юрри-ташшисене, илемлĕ сăввисене куракансем ăшă кăмăлпа йышăнчĕç. Пикесен пурин те тенĕ пекех хавхалантаракан ушкăнсем, тăванĕсемпе тус-юлташĕсем пулчĕç залра. Вĕсем, тăвăллăн алă çупса, хĕрсене пулăшса пычĕç.
Районти ташă коллективĕ-сем - “Аль” ФСКри “Пульс”, “Сириус”, “Фитоняшки”, районти культура çурчĕ çумĕн-чи “Qween dancing” (ертÿçи Н.Королева), Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн “Солнышки” (ертÿçи Г.Русская), Çĕнĕ Пуянкассинчи “Задоринки” (ертÿçи Т.Ефимова), Йăнтăрчăри “Туслăх”, Улянкăри пултарулăх коллективĕ программăна пуянлатрĕç. Тушкил ялĕнчен килнĕ Игорь Ворончик ташлас ăсталăхĕпе тыткăнларĕ залра ларакансене. Çавăн пекех Тăвайри культура çурчĕн юрă-ташă ăстисем, пĕлтĕрхи илемлĕ конкурсăн çĕнтерÿçисем Ванесса Абржинапа (Тăвай), Анастасия Моисеева (Элпуç) савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕç.
Акă, чи пултаруллă та кĕтнĕ самант - çĕнтерÿçĕне палăртасси. Конкурс тенин йĕрки çапла ĕнтĕ: темле тăрăшсан та çĕнтерÿçĕ ятне пĕри çеç çĕнсе илме пултарать. Хальхинче “Илемлĕх мисĕ-2018” титула Тăрмăш ялĕнчи Валерия Матросова тивĕçрĕ. Унăн девизĕ - пурнăçра çухалса каймалла мар, тĕллев лартса ун патне талпăнмалла. Вăл - çынсенче тÿрĕлĕхе, тĕрĕслĕхе тата йĕркелĕхе пысăка хурса хаклакан хĕр, юрлама-ташлама кăмăллать.
Конкурсăн кашни участницинех диплом, парне тата чечек çыххи парнелерĕç. “Куракансем кăмăлланă мисс” титула В.Краснова, “Чи ăслă мисс” - Н.Владимирова, “Чи çепĕç мисс” -Т.Федорова, “Чи чечен мисс” - Д.Воробьева, “Мисс Граци” - Т.Моисеева, “Тĕлĕнмелле мисс” - К.Исаева, “Чи илĕртÿллĕ мисс” - В.Сысоева, “Чи сăпайлă мисс” - Е.Никитина, “Чи ăслă мисс” А.Шакшина тивĕçрĕç.
Тăвай районĕн пикисем малашне те хăйсен илемĕпе, ăс-тăнĕпе тата тĕллевлĕхĕпе савăнтарасса шанас килет.
Паллах, çавăн пек конкурссене çÿллĕ шайра ирттерме сахал мар вăй хумалла, тĕплĕн хатĕрленмелле. Культура ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне аван пурнăçланине палăртса хăварас килет. Çавăн пекех сасăпа çутă, видео енĕпе тивĕçтерекенсене - А.Моисеева, Е.Семенована, хореограф-постановщике Н.Королевана ырăпа асăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика