АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăшу хĕрÿ пычĕ

07 марта 2018 г.

Тупăшу хĕрÿ пычĕ

Пирĕн ентеш Алексей Косарев (Чÿк-çырминчен) шашкăлла выляссипе республикăн Тăвай районĕнчен тухнă пĕрремĕш чемпионĕ пулнă.
Акă тата Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа çуллен февралĕн 23-мĕшĕнче Тăвайра пысăк турнир иртет. Ăмăртусене республикăри чи пултаруллă шашистсем кăна мар, республика тулашĕнчен те йышлăн пухăнатчĕç: мастерсем, кандидатсем, I разрядлисем. 20-30 çынран та кая мар. Шашистсен фестивалĕ теме те пулатчĕ ăна. Тавах Алексей Егоровича шашка вăййине районта пĕтме паманшăн.
Кăçалхи вуниккĕмĕш турнира вара 12 шашист кăна хутшăнчĕ. Пурнăç хакланса пыни çинчен калать ĕнтĕ ку. Шупашкартан Ю.Владимиров, М.Ефимов, О.Михайлов, Вăрнартан В.Наумов мастерсем, Йошкар-Олари туссем килеймерĕç. Пĕр çаврăмлă турнира ăна йĕркелекен А.Косаревпа Канаш районĕнчен килнĕ Е.Соловьев пĕр çухатусăр (4-шар ничья) утса тухрĕç. Кавал мастерĕн Н.Дмитриевăн тата Комсомольски районĕнчи Н.Индюковăн 7,5 очко, 3-мĕш вырăна А.Афанасьевпа (Тăрмăш) П.Иванов (Шупашкар р-нĕ) кандидатсем пайларĕç. Мала тухнисене йĕркелÿçĕ грамотăсемпе укçа парса хавхалантарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика