АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсене - сумлă призсем

07 марта 2018 г.

Çĕнтерÿçĕсене - сумлă призсем

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче Енĕш Нăрвашри “Упа кĕтесĕ” кану бази çывăхĕнче сунарçăсем хушшинче биатлон ăмăртăвĕ иртнĕ.
Йĕлтĕрпе 3 км чупса тата сунар пăшалĕнчен тĕл лектерессипе 24 çын тупăшнă. Вĕсем Тăвай, Канаш, Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç, Шупашкар районĕсенчен, Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен килнĕ. Хавхалантарса тăракансем те чылайăн пулнă.
Ăмăртăва сунарçăсен районти пуçламăш обществин председателĕ Андрей Моряков уçнă. Пухăннисене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, Тăвай районĕпе администрацийĕн пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Ванерке саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă.
Биатлон ăмăртăвĕн çĕнтерÿçин тĕп парнине - тихана - Тушкил ялĕнчи Александр Маргушов çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта та тушкилсемех. Иван Даниловăн та парни сумлă - вăкăра тивĕçнĕ вăл. Вăрманхĕрринчи Сергей Михайлова ?3-мĕш вырăн/ така парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика