02 марта 2018 г.
1935 çулхи мартăн 1-2-мĕшĕсенче Тăвай салинче рабочисен, хресченсемпе хĕрлĕармеецсен депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне 110 делегат хутшăннă, вĕсем Тăвай районне туса хуни çинчен йышăну кăларнă, ертсе пыракан органсене çирĕплетнĕ. Райĕçтăвком председателĕ пулма Семен Иванович Иванова суйланă.
Вăл вăхăтра района кĕрекен 36 ялта 31156 çын пурăннă, 34 колхоз шутланнă.
1935 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа район хаçачĕ тухма пуçланă, вăл “Большевикла колхозшăн” ятлă пулнă.
Паянхи кун тĕлне районта 10 ял тăрăхĕ, 14445 çын пурăнать. Район территорийĕ 52,2 пин гектар шутланса тăрать, çутçанталăк палăкĕсем иккĕ - Эль кÿлли тата “Хура çăл” тăрăхĕ.
Район хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Эпир хамăрăн чапа тухнă механизаторсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе, ученăйсемпе, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсемпе, искусство çыннисемпе, мал ĕмĕтлĕ çамрăксемпе, аслă ăрури ветерансемпе чăннипех мухтанса мăнаçланатпăр.
Район хăйĕн кун-çулĕнче малалла аталанса пырать. Умра тăракан тĕллевсене курса тăратпăр, çитменлĕхсене пĕтерсе пыма тăрăшатпăр. Январь-февраль уйăхĕсенче, март пуç-ламăшĕсенче районти пур яла çитсе пухусем ирттертĕмĕр, çынсемпе курса калаçрăмăр, хамăр тунă ĕçсем çинчен каласа патăмăр. Районти “Ял ĕçченĕ” хаçатра кашни ял тăрăхĕн ятарлă страници тухса пырать, унта паянхи ĕçсемпе, малашлăх планĕсемпе паллашма пулать.
Пурне те ырлăх-сывлăх, пысăк çитĕнÿсем, çутă малашлăх сунатпăр.